«Ҫурхи каникул» профилактика мероприятийӗ
Хыпарсем

«Ҫурхи каникул» профилактика мероприятийӗ

Пӗтӗмӗшле илсен, «Çурхи каникул» профилактика мероприятийӗн шайӗнче нумай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

Тутарстан Республикин территорийӗнче, ҫав шутра пирӗн районта та, мартăн 23-мӗшӗнчен пуҫласа, ачасем хушшинче ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлама уйӑракан анлӑ «Ҫурхи каникул» мероприятийӗ иртӗ, вӑл апрелӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Кун ҫинчен Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерет.

«Ҫурхи каникул» оперативлӑ профилактика мероприятийӗн шайӗнче Ҫӗпрел районӗнчи «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» Пăва уйрăмӗн тата Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн представителӗсем, районти шкулсемпе ача сачӗсенче ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас, ҫуран ҫӳрекенсем хутшӑннипе ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсем пулассине  асӑрхаттарас, тӗттӗм вăхăтра ҫи-пуҫ çинче ҫутта тавăракан элементсене популаризацилес енӗпе мероприятисем ирттерӗҫ.

Мероприяти ирттернӗ май ачасене ҫул ҫинче, ҫуран ҫӳрекенсем каçакан тата общество транспорчӗпе çӳренӗ вăхăтра хӑйсене тӗрӗс тытасси ҫинчен, тӗттӗм вӑхӑтра ҫутта тавӑракан элементсемпе усӑ курмалли ҫинчен аса илтерӗç. Пӗтӗмӗшле илсен, «Çурхи каникул» профилактика мероприятийӗн шайӗнче нумай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

 


Нет комментариев