Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫуралнӑ кунӗ – чӗре суранӗ

Ҫак кун ăна нумай ҫул каялла  пулса иртнӗ пысӑк хуйха аса илтерет. Шӑпах ҫуралнӑ кунӗнче вӑл сакӑр ҫулхи ывӑлне ҫухатать. «Çулсем пайтах иртсен те, чӗрери сурансем тӳрленмеҫҫӗ», – тет вӑл. 

Ҫуркунне пуҫланнă вăхăт. 8-10 ҫулсенчи арҫын ачасем ҫурхи шыв курма çырма патне пуçтарăнаççӗ. Унта каяс умӗн ывăлӗ амӑшӗн, шăллӗпе тетӗшсен халӗсене пӗлсе тухать. Ачасемшӗн интерес вӗт, вӑл, пăлханса юхакан шыва инçетрен пăхса тăрасшăн пулмасть, ҫывӑхарах килет. Çавăнта ывӑлӗ шыва кӗрсе ӳкет те, пӗр самантра ӑна шыв юхӑмӗ хӑйпе пӗрле илсе каять. Тантӑшӗсем ниепле те пулӑшма пултараймаҫҫӗ, ҫитӗннисем килсе çитнӗ, çансах та кая юлнă.

 –Ҫавӑнтанпа эпӗ хамăн ҫуралнӑ кунăма нихăҫан та палӑртман, ҫав кун ҫитсен те ывӑлшӑн хурланса йӗретӗп. Акӑ паян та, 90 ҫул тултарнине пӑхмасӑрах, ҫак пулăм ман чӗрере çӗнӗрен çӗнетрӗ, – тет Факия аппа, куҫҫульне шӑлса.

 Факия Ахметзяновна нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл ҫемьере чи асли, унӑн тӑванӗсем пурте пурăнаççӗ. «Ҫемьере асли пулнӑ май, эпӗ пурнăçран уйрăлса каймасăр, ҫаплах пурне те тытса тӑратӑп. Пурнӑҫ илемлӗ вӗт, пурӑнас килет, Турӑран тата 10 ҫул ыйтасшăн-ха», – тет вăл шӳтлесе.

Тӗрӗссипе каласан, тыл ветеранӗ нумай йывӑрлӑх курать. Ашшӗ вӑрҫӑра хутшăнать, чӑн та, унтан таврӑнма ăна пӳрнӗ, анчах та ӗмӗрӗ вăрăм пулмасть.

Колхозра ирттернӗ нумай ҫулсенчен чи чуна тивекенни сыснасем пӑхни пулнӑ.  «Пире, ҫамрӑк хӗрсене, те унта ятарласа палăртнă ӗçлеме, те ҫынсем пулманнипе, пӗлместӗп. Анчах сыснасене пӑхма питӗ йывӑр пулчӗ. Çурисем нумай, енчен курса ӗлкӗреймесен, хӑйсен çурисене ҫисе яраҫҫӗ. Курса ӗлкӗреймен вӑхӑтсем те пулчӗç, уншăн вара питех те вăрçатчӗç...»

Вӑл хӑйӗн ял ҫыннине Самиуллана качча тухать.  Вӑл питӗ пултаруллӑ ҫын пулнӑ. Ял ҫыннисем ирхине ыйхӑран вӑранаççӗ кăна-ха, лашапа вӑрман турттарса таврăнать. Лашисене улӑштарать те, каллех ӗҫе каять. Самиулла вилнӗ  вăхăтра та хуҫалӑхра 12 лаша юлать.

Паллӑ ӗнтӗ, ӗçчен те пултăклă мăшăрӗ çумӗнче Факия аппа та пур ӗçе ӗлкӗрес тенӗ. Ҫитменнине тата ҫемьере 10 ача ҫуралнӑ, вӗсене пӑхмалла, апатне хатӗрлемелле, ҫумалла.

«Самиуллан ҫурчӗ пысӑках марччӗ, мунчи, пусси те çукчӗ. Турра тав, эпир пурне те ӗлкӗртрӗмӗр, ҫынсенчен кая мар пурӑнтӑмӑр, ачасене те тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшрӑмӑр», – тет нумай ачаллӑ амӑшӗ, хӑйӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсен, ӑрӑва малалла тӑсакансем пулса тӑраканскерсен, 16 мӑнукӗн, 23 кӗçӗн мӑнукӗн ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнса.

Факия аппа тыл ӗҫченӗ пулнӑ май, «1941-1945 ҫулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫӑ тапхăрӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» тата та нумай юбилей медалӗсемпе парнеленнӗ. Хальхи вӑхӑтра ывăлӗпе Данилпа тата унӑн ҫемйипе пурӑнать.

Юбиляра 90 ҫул тултарнă ятпа Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Якупов саламларӗҫ, РФ Президенчӗн саламлă открыткине район пуҫлӑхӗнчен парне пачӗç. Ӗҫӗсемшӗн тав турӗç, сывлăх сунчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев