Тигр çулӗнче çуралнисем
Хыпарсем

Тигр çулӗнче çуралнисем

Ыйтăм

 

Виктор Петухов, вăрçă юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи:

– Пирӗн ҫемьешӗн 2021 ҫул ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Иккӗмӗш ывӑлăмăр  – Александр çемье çавăрчӗ.

Мана кӑштах канăç-сăрлантараканӗ – 2022 ҫулта эпӗ 60 ҫул тултаратăп, эпӗ нумай курнӑ, ҫапӑҫу юхăмӗнче хутшӑннӑ пулсан та, пенсие тухма пултараймастӑп. Тата виҫӗ ҫул кӗтмелле. Сывлӑх пултăр, тетӗп, виҫӗ ҫул кăна чӑтӑпӑр. Иртсе пыракан ҫулта афганец-туссене те, ҫамрӑк пулсан та, юлашки çула ăсатма тиврӗ, ҫавăнпа та, пурне те сывлӑх сунатӑп тата 2022 çулта апат-ҫимӗҫ продукчӗсен хакӗ кӑҫалхи пек «урса кайса» ӳсмелле ан пултăрччӗ. Чи пахи –  вӑрҫӑ ан пултӑрччӗ!

Иосиф Кукушкин, врач-хирург, тӗп врачӑн çумӗ:

– Эпӗ хамӑн сиплев опычӗ тӑрӑх, 2021 ҫул ҫӑмӑл та ӑнӑҫлӑ иртрӗ тесе калаймастӑп. Паллă сӑлтавсене – Covid-19 вирусӗ сарӑлнине пула хӑш-пӗр ентешсен пурнӑҫне ҫӑлса хăвараймарăмăр. Иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан, «Васкавлӑ пулӑшу» уйрӑмне килекен ҫынсен шучӗ те ӳсрӗ.

Ҫапла, эпӗ Тигр ҫулӗнче ҫуралнӑ.Хăй çулӗнче çуралнисене ҫак чӗрчун ӑнӑҫу кӳрет, теҫҫӗ. 2022 ҫултан чи кӗтни – пирӗн йăх-несӗл йышлăлантăрччӗ тата пӗтӗм тӗнчене ҫавӑрса илнӗ ҫак вирус çухалтăрччӗ.

Фагиль Яфизов, районти «Мелиораци» организацин ертӳҫи:

– 2022 ҫул – юбилейлă çул. Унччен мӗн пулса иртнине пӗтӗмлетсе, ҫӗнӗ вăй-хăватпа ӗçлесе каясчӗ.

2021 ҫулта та ӑнӑҫлӑ ӗçлесе тăтăмăр. Районти пӗвесенчен (плотинӑра)  çиччӗшӗнче юсав ӗҫӗсем ирттертӗмӗр. Ӗҫе 2022 ҫулта та çакăн пек ӗçсене тӑсма палӑртса хуратпӑр. Район çыннисене телей, сывлăх сунатăп.

Юрий Шуркин, Ӗç тăвакан комитетăн строительство тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхăн уйрăмӗн ертӗçи:

– 2021 ҫулта, тинех, район центрӗнче шывпа ҫыхӑннӑ ыйту пурнăçланчӗ. Пирӗн район халӗ виҫӗ енчен: Пăрăнтăкран, Хушваран тата Кивӗ Йӗлмелӗнчен килекен шывпа усă кура пуҫларӗ.

Районта пурӑнакансене вара Ҫӗнӗ ҫулта пурне те ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ăнăçусем, ҫемьере телей, ырлӑх сунатӑп, Тигр ҫулталӑкӗ пурне те ыррине çеç илсе килтӗрччӗ.


Нет комментариев