Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Талантлӑ ачасем – пирӗн пуласлӑх ҫути

«Созвездие-Йолдызлык – 2022» эстрада искусствин  XXII уҫӑ республикӑри çамрăксен фестивалӗн пирӗн районта иртнӗ зонăри тапхăрӗнче пинрен ытла конкурсант хутшăнчӗ

Кайпăç, Пӑва, Апас, Теччӗ, Камское-Устье, Верхнеуслонск тата, паллах, Ҫӗпрел районӗсенче иртнӗ муниципаллă тапхӑрсенче ҫӗнтерекенсем – çамрăк «çăлтăрсем» халăхсен хушшинчи шайра чи пӗлтерӗшлӗ проектсенчен пӗринче мартăн 26-27-мӗшӗсенче хӑйсен пултарулӑхне юрă-ташăсенче, илемлӗ сăмах ăсти пулса кӑтартрӗç. «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн официаллӑ сайтӗнче (http://www.yold.ru) гала-концертӑн тӳрӗ трансляцийӗ пычӗ.

– Ҫак тӗлӗнмелле фес-тивалӗн зонари турне пирӗн район виҫҫӗмӗш хут йышӑнчӗ. Ҫак фестиваль республикӑра ҫеҫ мар, ҫӗршывра та,  çаплах, тӗнчере те унпа танлашакан пулман,  сайра тӗл пулакан проект. Ку проект пирӗн ачасен пултарулӑхне уҫса пама май парать. Икӗ кунлӑх зона турнирне хутшăнма 6 районтан 1100 ача килчӗ. Тутарстан Республикин Президентне Рустам Нургалиевич Минниханова ҫакӑн пек ӑшӑ, хаваслӑ, юмах евӗрлӗ проектшӑн тата ҫак фестивальшăн çунса-тăрăшса çӳрекен Дмитрий Александрович Туманова тав тӑватпӑр. Ҫак фестивале ачасемшӗн тата  пирӗн ачасен пуласлӑхӗшӗн тунӑ. Ҫакӑн пек талантлӑ ачасем пур чухне пирӗн пуласлӑх ҫутӑ та илемлӗ пуласса шанатӑп, – тесе саламлӑ сӑмахне пуçларӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Дмитрий Туманов Ҫӗпрел районӗ яланах хаваслансах килнине палӑртрӗ. Пӗрремӗшӗнчен, унӑн аслашшӗ ҫак енчен, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен, тухнӑ ҫын пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл «Сабантуй», «Акатуй» уявӗсене те килсе тăрать. Ҫӗпрел районӗнче мероприятисене ҫӳллӗ шайра йӗркеленине çавăнта курнă вăл. «Созвездие-Йолдызлык» фестивальре хутшӑнакансемпе организаторсем те хӑйсене кунта яланах хӑтлӑ туяҫҫӗ», тет Д.Туманов.

– Фестивале ирттерме пуçласан, республикӑра ачасен эстради питӗ лайӑхах шайра пулмарӗ. Проект ҫулсеренех лайӑхланса пырса, пирӗн республикӑри ачасем пултаруллӑ, уҫӑ тата амбициозлӑ пулнине тупса палӑртма тата курма пулӑшрӗ.  Ҫак ачасем ирӗклӗ, вӗсем тӗнчене ҫутӑлăх парнелеҫҫӗ, вӗсенчен кашниех кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен пултаруллӑ. Вӗсем пирӗн хыçран мар, эпир вӗсен хыçӗнчен пыратпăр, ку ҫаплах пулма тивӗçлӗ те. Тутарстанра ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем телейлӗ пулччӑр тесе пурне те тӑваҫҫӗ. «Созвездие-Йолдызлык» фестивальпе пирӗн пурнӑҫ пушшех илемленсе пырать. Кунта усалпа начарлăха вырӑн ҫук. «Созвездие-Йолдызлык»  – вӑл ырӑпа усал, тӗттӗмпе илемлӗх хушшинчи кӗрешӳ.  Фестиваль пирӗн ачасенче культурӑна, чӗлхене, йӑласене, ырăлӑха, туслӑха, коллективлӑ пӗрлӗхе юратма вӗрентет. Фестиваль витӗр тухнӑ ачасем арҪак талантсем пурте Тутарстанпа пирӗн ҫӗршывӑн ырӑ пуласлӑхӗ пуласса шанатӑп, – терӗ вăл тухса калаçса Дмитрий Туманов.

Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура, «Сцена практикисен Центрӗ» культурӑпа искусствӑна пулӑшакан Регионти общество организацийӗн президенчӗ, Мускав хулинчен килнӗ хореограф-педагог, хисеплӗ хӑна Владимир Алексеевич Аносов та: «Мӗн акатӑн, ҫавна выратӑн», текен халӑх каларӑшне аса илчӗ.

 – Каларăшăн пӗлте-рӗшӗнчен ҫакӑ курӑнать: ырӑлăх валеçетӗн пулсан, лайăххи тӗлне пулăн тени курăнса тăрать.  Пирӗн мисси  те ырăлăх валеçни. Ку питӗ йывӑр мисси. Эпир, хамăр черетре, ҫутӑ малашлӑха тума пысӑк шанчӑк палăртатпăр. Ҫак строительствӑна хутшӑнакансене: Тутарстан Республикин Правительствине, муниципалитетсене, районсен пуҫлӑхӗсене, ашшӗ-амӑшӗсене, педагогсене тав тӑвас килет. Тутарстанра, ачасенчен пуҫласа, халӑха пурӑнма лайӑх майсем туса парас тӗллеве ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ, ҫакӑ вара питӗ тӗрӗс суйласа илнӗ курс, – терӗ вӑл.

 

Пултарулӑх номерӗсем пуян содержаниллӗччӗ. Фестивальӗн жюрийӗн команди икӗ кун хушшинче 229 номера итлерӗ те пӑхрӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи 16 ҫулти Василиса Павлова «Созвездие-Йолдызлык» конкурса пӗрремӗш ҫул кăна хутшӑнмасть. Людмила Сердцева ертсе пынипе «Родничок» чӑваш ачисен фольклор ансамблӗнче те, Ландыш Сабирзянова ертсе пынипе соло енӗпе те вӑл тахҫантанпах интересленет, сцена ҫинче хӑйне шанчӑклӑн туять.

– «Созвездие-Йолдызлык» конкурса эпӗ 6-7 ҫултанпа хутшӑнатӑп. Кӑҫал «Эпӗ ташлама юрататӑп» юрра шӑрантартӑм. Астӑватӑп-ха, пӗрремӗш хут сцена ҫине тухсан ҫухалса кайрӑм, анчах халӗ ӗнтӗ хама шанатӑп, çапах та хумхану пурӗ пӗрех пур, – терӗ Василиса Павлова хăйӗн кăмăл-шухăшӗсене пӗлтерсе.

Сӑмах май, Ландыш Сабирзянова педагог хӑйӗн вӗренекенӗсемпе питӗ кӑмӑллӑ пулнине те калас пулать. Кӑҫал кашниех тивӗҫлӗ выступлени турӗ.  Тимур Халиуллов тата «Каприз» вокал ансамблӗ пӗрремӗш хут кăна хутшăннă пулсан та, хутшӑнакан дипломне тивӗҫлӗ пулчӗç.  Елизавета Гаврилова – ятарлӑ приза, «Яз нуры» вокал ансамблӗ – 2-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ.  Василиса Павловапа Юлия Михайлова 1-мӗш вырӑн Дипломӗпе парнеленчӗç. Кусем, педагогăн творчество çимӗçӗсем, паллах.

 «Тан», «Авыл дэнс», «Гольфстрим», «Микс» ташӑ коллективӗсем  те  ялан фестивале хутшӑнакансем. Çак коллективсенче нумай ӑру ҫитӗннӗ. Фестиваль пуҫланнӑранпа вӗсем финала тухса, Хусанти «Пирамида» сцена ҫинче темӗн чухлӗ ташӑ ташласа кӑтартнă.

Фестивале хутшӑнакансем хушшинче Кайпăç районӗнчи Айшат Гарифуллинапа паллашма та кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӑл 5 ача амӑшӗ, çавсенчен тӑваттӑшӗ зона тапхӑрӗнче юрă-ташăпа сцена çине тухаҫҫӗ иккен.

– Манӑн мăшăрăм, ӗлӗк ҫар ҫынни пулнӑ пулин те, баянпа калама, юрлама тата ташлама питӗ юратать. Ачасем те ун евӗрлӗ – виҫҫӗн ташлаҫҫӗ, чи кӗҫӗнни – илемлӗ сӑмах ӑсти. Районсене каясси, ачасене хатӗрлесси, репетицисене ҫӳресси, темиçе костьюм  çăвасси-якатасси, прическăсем тăвасси питӗ йывӑр пулни  – вӑрттӑнлӑх мар. Анчах ачасене килӗшет, мана вӗсемпе ӗҫлеме савăнăç парать. Кашни ҫул эпир «Созвездие-Йолдызлык» фестивале кӗтетпӗр, – тет нумай ачаллӑ анне.

 – Ҫӗпрел районӗнче зональнӑй тура хатӗрленнин шайӗ те, кунта килсе сцена ҫинче тухса юрласси, ташласси те пире питӗ килӗшет, – тесе пӗлтерчӗ хăйӗн кăмăл-туйăмӗ çинчен Апастовран килнӗ Альбина Шайхиева.  Унӑн хӗрӗ Эндже 10 класра вӗренет, юрлама ăста. Вӑл хӑйӗн пуласлӑхне шӑл тухтӑрӗн профессийӗпе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленсен те, анчах пултарулӗхӗпе уйрӑлма шутламасть иккен. Акӑ Эндже пирӗн патăрта хӑйӗн тантӑшӗсем хушшинче 1 вырӑн йышӑнчӗ.

Гульсира Халиуллова та мӑнукӗсене вăй парса тăма килнӗ.

– Манӑн виҫӗ мӑнукăм сцена çине тухрӗç. Эпӗ ҫав тери хумхантăм, вӗсемшӗн пӑшӑрхантӑм. Фестивальтен мӗн-мӗн асра юлнине сӑмахпа каласа пама  та ҫук. Юмахри пек тӗнчене килсе лекнӗ пек, пурте ҫав тери илемлӗ, илӗртӳллӗ, – терӗ вӑл.

Чи пултаруллисем фестивалӗн дипломӗсене, чечексем, парнесем илчӗç. Тӗп приз – ҫурма финалта хутшăнма путевка пулчӗ. Ӑна иртме пултарнисем вара  гала-концертра хутшăнӗç.

Халӑх тăвăллăн алă çупрӗ. Фестивалӗн йӑлана кӗнӗ саманчӗ – «Хӗвел дискотеки» хутшӑнакан ачасем пурнӑҫланӑ юррӑн янӑравӗ пулчӗ.

Тӗрлӗ номинацисенче ăнăçусем тунă пирӗн районăн конкурсанчӗсем:

Василиса Павлова, Юлиана Михайлова, Ильнур Шайхаттаров, «Яшьлек» халӑх хореографи коллективӗ, «Тан» халӑх юрăпа ташӑ ансамблӗ, «Родничок» чӑваш ачисен фольклор ансамблӗ – 1 вырӑн;

Диля Мухутдинова, Ольга Дергунова, Лилия Халитова, «Яз нуры»  вокал ансамблӗ, Альфинат Минячов, Самира Салимзянова – 2 вырӑн; 

Аделина Хасанова – 3 вырӑн.

Елизавета Гаврилова, Раиль Халитов, «Юрай» чӑваш вокал ансамблӗ, Зугра Санатуллина, Рузиль Идрисов, Камиля Бахитова, Риналь Султанов, Ника Кузнецова – фестивалӗнятарлӑ парнин хуçисем пулса тăчӗç.

Финал пайӗнче хутшăнакан районти талантлӑ ачасене ӑнӑҫу сунатпăр.

тист пулнипе пулманни паха мар, вӗсем пачах урӑхла шухӑшлаççӗ, пурнӑҫ ҫине урӑхла пӑхма пуҫлаҫҫӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев