Реклама
Хыпарсем
Сывлăш десант çарӗсен кунӗнче
Çӗнӗ Йӗлмелӗнче Сывлăш десант çарӗсен кунӗ Украинӑра ятарлă операцире вилнисене халалланă автоçулçӳреврен пуҫланчӗ.
Запасри десантниксем çак кун Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи П. Дементьев паркӗнче пулчӗҫ. Ун хыççăн нумаях пулмасть Украинӑра çар заданине пурнӑҫланӑ чухне паттăррăн пуç хунă десантникăн Андрей Годуновăн вилтăпри патӗнче пулса, шăп тăрса ăна аса илчӗç.
Çак уява Çӗнӗ Йӗлмел çыннисемшӗн, Чӑваш Енри професси артисчӗсене чӗнсе илсе, çӳллӗ те чаплӑ шайра ирттересси ырӑ йӑлана çаврăнчӗ. Кӑҫал Сывлăш десант çарӗсен запасри десанчӗсем пуҫарнипе тата вӗсен спонсорла пулӑшӑвӗпе, Шупашкарти «Служу Отечеству» десантниксен ушкӑнӗн солисчӗсен концерчӗ иртрӗ. Концерт пынӑ май, ентешӗмӗре десантника Андрей Годунова асӑнса иртрӗмӗр. Ҫавӑн пекех, Данил Ефимов Чечняри ҫапӑҫусене хутшӑннисене, ҫамрӑксен хушшинче патриотла ӗҫ илсе пынăшăн, парнесем пачӗ.
Ҫак мероприяти активисчӗсенчен пӗри, запасри Петр Рафиков мӗнпур отставкӑри десантниксене тав турӗ, çаплах, запасри офицер, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи пенсионерсен Совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков тӗплӗ те пысӑк концертшăн тав туса, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе Дипломсем пачӗ, сывлӑх тата ăнăçу сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев