Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шкул ачисен шухăшлавӗпе взятка илни мӗн вӑл?

Коррупцие хирӗç пултарулӑх ӗҫӗн конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысламалли мероприяти иртрӗ

 

Конкурса район прокуратури йышăннăччӗ. Çӗнтерӳçӗсене парнелемелли мероприяти Коррупципе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун иртрӗ.

Конкурса 20 ытла пултарулӑх ӗçӗ, уйрăммăн илсен, «Раҫҫейре коррупцие хирӗҫ тӑрасси: истори тата хальхи вӑхӑт» темӑпа сочинени сӗннӗ. Вӗсен хушшинчен чи лайӑхисене – 6 ӗҫ суйласа илнӗ.

Район прокурорӗ Ильдар Маликов палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӗҫсем те содержани енӗпе интереслӗ, темăсем тӗрлӗрен, историллӗ тӗслӗхсемпе уйрӑлса тӑраççӗ.

– Взятка илнӗшӗн Раҫҫей законӗсемпе суд тăваççӗ. Паллах, законсене те пӗлмелле тата пӑхӑнмалла. Анчах ӗҫ закон тӑрӑх наказани панинче кӑна мар. Ҫитӗнекен ӑру хушшинче коррупципе кӗрешмелли стандартсене популяризацилесси, ҫак сферӑра пӗлӳ тата воспитани парасси те тӗп тӗллев пулса тăрать. Конкурс тӗллевӗ те çакна палӑртассиччӗ. Вӑл ҫитес ҫулсенче те малалла тӑсӑлӗ, – тесе палӑртса иртрӗ район прокурорӗ Ильдар Маликов.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе: 7-9-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче I вырăна Аслă Аксу шкулӗнчен Мария Егорова, II вырӑна – Аслӑ Шемӗршел вӑтам шкулӗнчен Алия Ханбикова, II вырӑна Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнчен Алина Камалиева çӗнсе илчӗç.

10-11 классенче вӗренекенсенчен I вырӑна Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗнчен Адиля Шакурова, II вырăна Матак вăтам шкулӗнчен Диля Салихова, III вырăна Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗнчен Раиль Халитов çӗнсе илчӗç.

Конкурсăн ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе парнесем пачӗç. Кун хыҫҫӑн ачасем Тутарстан Республикин экс-прокурорӗн, ентешӗмӗрӗн Сайфихан Нафиевăн музейӗнче пулчӗç, (вӑл прокуратурӑн 1-мӗш этажӗнче вырнаҫнӑ). Сайфихан Нафиевӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе, истори экспоначӗсемпе паллашрӗç.

Справка

Декабрӗн 9-мӗшӗ – Коррупципе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун. Коррупципе кӗрешмелли куна Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ йышӑннӑ. Коррупцие хирӗҫ Конвенцие 2003 ҫулта алӑ пуснӑ. Ҫав документ ҫине алӑ пуснă ҫӗршывсенче коррупципе çыхăннă ӗҫсене преступлени туни пек йышӑнаҫҫӗ. Раҫҫейре чи малтан Конвенцие алӑ пуснӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев