Салтака. Пурӗ те пӗр çулталăка
Хыпарсем

Салтака. Пурӗ те пӗр çулталăка

Ҫак кунсенче  П.В.Дементьев ячӗллӗ ҫар техникин паркӗнче, 2020 çулăн кӗрхи призыв кампанийӗн  йӗркипе, призывниксен черетлӗ ăсатăвӗ  пулчӗ.

Ӑсату пунктне ултӑ каччă: Валерий Бруслин (Аслă Аксу), Ильназ Зайнетдинов (Кивӗ Ҫӗпрел), Константин Митрошкин (Чӑваш Паснапуç), Александр Тимофеев (Упи), Данил Тужилкин (Чӑваш Шемӗршел) тата Кирилл Юркин (Хулаҫырми) килнӗччӗ.

– Эпӗ яланах ҫарта служить тума ӗмӗтлентӗм тата Тӑван çӗршыв тăнăçлăхӗшӗн кирек хӑш чаҫре те служить тума хатӗр. Ҫарта служить тăвасси – вăл пирӗн Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫ кӑна мар, кашни арҫыннӑн сӑваплӑ ӗҫӗ те. Пире кирек мӗнле чаçсене палăртсан та, тӗп никӗсре атте-анне кӗтнине манмăпăр, – тет  часах салтак тумӗ тăхăнакан Кивӗ Ҫӗпрел каччи Ильназ Зайнетдинов. Ильназ хăй медиксем хатӗрлекен колледжра вӗреннӗ.

 


Нет комментариев