Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Районти ЗАГС пайӗнче нумай ҫул пӗрле пурӑнакан,  тӗслӗхлӗ ҫемьесене чысларӗҫ

Мероприяти ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗн шайӗнче иртрӗ

 Телейлӗ ҫемьен никӗсӗ – сапăрлăх

Ҫавӑн пек ҫемьесенчен пӗри –  Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Рахматуллинсем.  53 ҫул пӗрлехи сукмакпа утаççӗ. Вӗсем юратăва, пӗрне пӗри хисеплес туйăма, ҫемье телейне упраса пурăнаççӗ.

Ҫемье пуҫлӑхӗ Рифкать Летфуллович Совет çарӗнче службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, 1967 ҫулта Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Пăва эксплуатаципе техника ҫыхӑнӑвӗн узелне ӗҫе кӗрет. Каярахпа ӑна ЛТУ-8 ертӳçи пулма палăртаççӗ. Унтан вӑл ҫыхӑну узелӗнче тӗп инженер пулнă май ӗçне малалла тăсать. Кунта вӑл тивӗçлӗ канăва тухать. Рифкать Летфуллович – ӗҫ ветеранӗ. Нумай наградисем пур: «Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗшӗн» юбилей медалӗ, «СССР Хисеплӗ радисчӗ», «СССР ҫыхӑну министерствин социализмла ӑмӑртӑвӗн отличникӗ», «Таттелеком» обществӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» кăкăр çине çакмалли паллă, Тутарстан Республикин ҫыхӑну министерствин Хисеплӗ грамоти тата ытти те.

Венера Хасанзяновна та нумай ҫул хушши ҫыхӑну узелӗнче телеграфистка тата телефонистка пулса ӗҫлет, унӑн ӗҫ стажӗ кунта 40 ҫула яхӑн. Вăл та ТР çыхăну министерствин Хисеплӗ грамотипе парнеленнӗ.

Рахматуллинсем икӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Паян вӗсем районта ӗçлеççӗ, йӑха тӑсакансем пулса, мӑнукӗсем ҫитӗнеҫҫӗ.

Рифкатьпа Венера Рахматуллинсем телейлӗ ҫемьен никӗсӗ – сапăрлăхра, теҫҫӗ. «Сапăрлăх, чăтăмлăх пулсан, пурнӑҫ хӑй тӗллӗнех каять, тӑнӑҫлӑх та, телей те, сывлӑх та пулать. Эпир иксӗмӗр те пӗр вырӑнта ӗҫлерӗмӗр, ачасем ӳстертӗмӗр. Сапăр пурӑнтӑмӑр тата пурăнатпăр, Турра тав, – тет Венера аппа.

60 ҫул пӗрле

Ранцевсен ҫемйин мăшăрланнă кунӗ Çемье, юратупа шанчăклăх кунне тӳрӗ килет.

Ӗҫ ҫулӗ Геннадий Николаевичăн Пăрăнтăк элеваторӗнче пуçланать. Хусанти техника училищинче пӗлӳ илет, ҫар службинче пулать.  Унтан каллех «Пăрăнтăк элеваторӗнче» пушар машинин водителӗ пулса ӗҫлет, çавăнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухать.

Мăшăрӗ Вера Тихоновна çак обществăра лаборант, Хусанти «Электроприбор» заводӗнче электромонтажник, ялти Культура çурчӗн директорӗ, Çӗнӗ Пăрăнтăк ял совечӗн секретарӗ тата ҫӑкӑр-тӑвар цехӗн заведующийӗ пулса вăй хурать.

Паянхи куна вӗсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура пулин те, хӑйсен ӗҫ-хӗлне малалла тӑсаҫҫӗ. Ял ҫыннисене кулленхи таварпа тивӗҫтерсе тăраççӗ. Вера Тихоновнӑна «Район пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн» медаль парса чысланă.

– Эпир 50 ҫул телейлӗ пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе пурӑнтӑмӑр. Паянхи куна та хавас: виҫӗ ача пăхса ӳстертӗмӗр, вӗсен вырӑнне мӑнукăмăрсем ӳсеҫҫӗ, Турра шӗкӗр», –  тет ҫемье пуҫлӑхӗ.

Ранцевсем хӑйсен паллашу историне, шкулта вӗреннӗ çулсенченех пӗр-пӗрне пӗлни ҫинчен каласа пачӗҫ. «Эпир 10 ҫул пӗрле вӗрентӗмӗр, çаплах, пӗр парта хушшинче те лартăмăр», – тет Вера Тихоновна. «Вӑл мана салтака ăсатса ячӗ, кӗтсе илчӗ, ҫавӑнпа та пирӗн 50 ҫуллăх кӑна мар, 60 ҫуллăх ҫемье историйӗ пур», – тесе сăмах хушса хучӗ Геннадий Николаевич та.

Темăна малалла тăсса

Мăшăрсене уявпа саламланӑ май, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов Ҫӗпрел районӗ пысăк хисепе тивӗçлӗ, тӗслӗхлӗ ҫемьесемпе чапа тухнине палӑртса иртрӗ.  Рахматуллинсемпе Ранцевсене саламласа, вӗсене ырлăх-сывлӑх тата телей сунчӗ. Рахматуллинсене уяв шайӗнче «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль, Ранцевсене – Тав ҫырӑвӗ, парнесем, чечек ҫыххисем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев