Реклама
Хыпарсем
Район пурнӑҫӗнче ҫутӑ йӗр хӑварчӗ
Юбиляр
Район пурнӑҫне, унӑн аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑ Амир Хасанзянович Шарафутдинов ҫак кунсенче хӑйӗн 75 ҫулти юбилейне палӑртрӗ.
Ӗҫ ветеранне саламлама районти ветерансен Совечӗн ертӳҫин çумӗ Рустам Хамидуллин тата пенсионер-ветеран Ханбик Камалов, районти газ отраслӗн представителӗсем, ачисем, мӑнукӗсем тата тусӗсем килнӗччӗ. Вӗсем ветерана юбилейпе саламларӗҫ, районти ветерансен Совечӗн Тав ҫырӑвне пачӗҫ, сывлӑх тата телей сунчӗҫ.
Амир Хасанзянович çемьере иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килнӗ. Мӗн пӗчӗкренех унӑн ӗçпе пиçӗхсе ӳсме тӳр килет, лашасем те пăхать, тракторпа ӗҫлет. Çӗнӗ Чукалти сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн, Ҫӗпрелӗнче каҫхи шкулта вӗренет. Теччӗ ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Ульяновскри политехника институтӗнче инженер-механик специальноҫӗсене алла илет. 1966-69 ҫулсенче Совет çарӗнче службăра тăрать.
Амир Хасанзянович районта ӗмӗр тӑршшӗпех ертӳçӗ вырӑнсенче ӗҫленӗ. 1970 ҫулта районти потребительсен обществинче кадрсен инструкторӗ, 1970-76 ҫулсенче – районти киносеть ертӳçи пулать. 1976 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа газ отраслӗн системинче малтан газ участокӗн мастерӗнче ӗҫлеме пуҫлать, хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗн пуҫламӑшӗнче район ҫыннисене баллонсенчи шӗвек газпа тивӗҫтерес ӗҫе ертсе пырать. Ун чухне районта паянхи пек асфальт сарнӑ ҫулсем пулман, районта пурӑнакансене газ баллонӗсемпе тивӗçтерессине те лачакаллă, грунт ҫулсем тӑрӑх пурнӑҫланнӑ. «Машинӑпа кӗме май пулман ялсене газ баллонӗсене абонентсене лашасемпе леҫсе панă вăхăтсем те пулчӗç, – тесе аса илет.
Каярахпа Амир Хасанзяновича районти газ организацийӗн начальникӗ пулма палăртаççӗ. Вӑл ертсе пынипе районта газификацилес ӗç пуҫланать. 1994 ҫулта чи малтан сенкер çулăма Кӗҫӗн Чăнлă ялне яраççӗ. Кунта ҫӗнӗ ҫул умӗн ялăн 12 ҫуртне газ кӗртеççӗ. 1995 ҫулта вара Кивӗ Çӗпрел ялне газификацилеме тытӑнаççӗ.
2005 ҫулта унӑн пысăк профессионаллă тата чыслă ӗçне пула район 100 процент таран газпа тивӗçет. Çапла вара, 8798 абонент «сенкер топливӑпа» усӑ курма пуҫлать.
2005 ҫулта вӑл тивӗçлӗ канăва тухать. Мӑшӑрӗпе Венера Фатхелисламовнӑпа пӗрле виҫӗ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ, вӗсене аслă пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ. Хӗрӗсенчен кашниех çемьеллӗ, хăйсем те ачасем çитӗнтереççӗ. Амир Хасанзяновичăн ултӑ мӑнукӗ пур.
«Ӗçне кура хисепӗ», тенӗ пек, газ хуҫалӑх тытӑмӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Амир Хасанзяновича тӗрлӗ çулсенче район пуҫлӑхӗн, «Таттрансгаз» обществăн Хисеп грамотисемпе чысланă, 2001 ҫулта ӑна «Газ промышленноҫӗн Хисеплӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, Ҫӗпрел районне йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ ятпа асӑнмалӑх медальпе парнеленчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев