Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Рашит Багаутдинов: – Ачасемпе тата мӑнуксемпе телейлӗ

Пӗччен кăна пурăнсан та пурнăçпа ӳпкелешмест, çынсемпе хутшăнассинчен пăрăнмасть, активлăхне çухатмасть вăл Римма Мавлютова

Кивӗ Çӗпрелӗнче  пурӑнакан Рашит Багаутдинов пысӑках мар пахчинче ҫӗрулми, кишӗр, сухан кăна мар, нумай кăна улма-ҫырла та ӳстерет. Вăл ăста пахчаçă пулнисӗр пуҫне ылтăн алăллă, творчество çынни те. Ҫав вӑхӑтрах унӑн чӳречисем ҫинчи чечекӗсем хӗлле те чечекре, тӗрлӗ тӗслӗ фиалкăсене     тата ытти чечексене те ăмсанмасăр тăма май ҫук.

Рашит виçӗ ачаллă Валиахмет пиччепе тата Факия аппан çемйинче иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулне ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк каччăна Çӗнӗ Ишлӗ ялӗнчи шкула физкультура, черчени, рисовани, труд урокӗсене вӗрентме палӑртаççӗ. Пулас мăшăрӗпе Дилюза Юсуповнапа та Çӗнӗ Ишлӗ шкулӗнче ӗçленӗ çулсенче паллашать вăл. Каярахпа вара каччăпа хӗрӗн туслӑхӗ пысӑк юратăва çаврăнса, ҫӗнӗ ҫемьене никӗс хывăнать.

1975 ҫулта Тăван çӗршыв умӗнчи çар тивӗçне пурнăçлама каять. Ҫартан таврӑнсан пӗлӳллӗ ҫамрӑк каччăна районти интерната физкультура вӗрентекенӗ пулма палăртаççӗ. Кунта икӗ ҫул ӗҫленӗ хыççăн,  вăл вăхăтри милици уйрăмне  ӗҫе куҫма ӳкӗтлеççӗ. Унта вӑл 1992 ҫулччен вăй хурать. Ун хыççăн опытлӑ, кашни ӗçе тӗплӗн пурнăçлакан Рашит Валиахметович районти ҫар комиссариатне ӗçлеме куçса, социаллӑ тата пенси тивӗҫтерӗвӗн уйрăмӗн начальникӗн должноҫне пурнăçлать, ҫавӑн пекех пӗр вăхăтрах кадрсен уйрӑмне те, ветерансемпе тата граждансемпе пӗрле ӗҫлекен уйрăма та ертсе пырать. Районти ҫар комиссариатӗнче вӑл çак организацире хăйӗн ӗçне вӗçлесе, Пăва районӗ çумне хушăничченех, урăхла каласан 2017 ҫулччен ӗҫлет. Шӑпах районти çар комиссариатӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче районта тӑвăнакан Дементьев ячӗллӗ парка ҫар техникипе туллилентернӗ çӗрте хăйӗн пайне кӗртет вăл.

– Ҫав ҫулсенче тӗрлӗ ҫар чаҫӗсемпе килӗшӳ туса, унта пăрахăçа тухакан тивӗçлӗ техникăна района илсе килессишӗн нумай хутчен тӗрлӗ чаҫсене кайма тӳрӗ килчӗ. Танксемпе, самолетсемсӗр пуҫне пӗтӗм техникӑна илсе килес енӗпе килӗшсе, калаçса çӳрерӗм. Паянхи кун ҫак парка пăхса ăмсанатăп та, мăнаçланатӑп та, – тет вӑл иртнӗ ҫулсене аса илсе.

Рашит Валиахметовичӑн чыслă ӗҫӗ тӗрлӗ ҫулсенче панӑ нумай шутлă Хисеп Грамотисемпе, Тав çырӑвӗсемпе хакланать.  «Мухтава тивӗçлӗ ӗçӗсемшӗн» III степень медалӗпе парнеленет, ӗҫ ветеранӗ ята тивӗçлӗ пулать. Районти Культура çуртӗнчи «Тан» ансамбльпе нумай хутчен Эстонире, Пензӑра, Чӑваш Республикинче сценăсем çине юрă-ташăпа тухма тӳрӗ килет ӑна, лауреат ятсене тивӗçлӗ пулать.  

Мăшăрӗпе Дилюза аппапа вӗсем килӗштерсе пурăнса, икӗ ачана кун çути парнелеççӗ. Пурнăçра хуйхи-суйхине те нумай курма тӳрӗ килет.  Ывӑлӗ Тимур трагедиллӗ вилсе кайнине те питӗ йывăр ирттереççӗ. Ҫапах та пурăнма вăй-хăват тупса, пӗр-пӗрне тӗрек пулса,  тăрăшса, пурнăçӗсене малалла тăсаççӗ. Шӑп ҫав ҫулсенче Рашит Валиахметович тӗн енӗпе, пурнăçне малалла илсе пыма пуçлать. Дилюза аппапа иккӗшӗ, аслă ывăлне Радика вӗрентсе, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшаççӗ. Халӗ ывăлӗ çемьеллӗ, хӑй те икӗ ача ашшӗ.

Реклама

Акӑ çапла сурансем майӗпен тӳрленсе, илемлӗ кăна пурӑннă вăхăтра шӑпа тепӗр хут сăнать. Хальхинче ӗнтӗ 38 çул пӗр сукмакпа утнă, пӗр сывлăшпа пурăннă мăшăрӗ Дилюза аппа урлă. Çӗр çӗмӗрттерсе ӗçлесе çӳренӗ Дилюза аппана тухтӑрсем усал шыçă  диагнозӗ хураççӗ. Ҫак чире хирӗç арлă-арăмлă вӗсем иккӗн кӗрешеҫҫӗ. Анчах, шӑпаран иртме çук ӗнтӗ, чир умӗнче тухтӑрсем те, вӗсем те вӑйсӑр пулса тухаççӗ. Хусанти больницăсенче сипленни те усӑ памасть, мăшăрӗ, Дилюза майӗпен хавшаса пырать. Больницӑра та, килте те юлашки сывлӑшӗ тухиччен унăн çумӗнче яланах Рашит Валиахметович пулать. Паллах, ывăлӗ те, тӑванӗсем те вăйӗсем çитнӗ таран, пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсене вăл паян та тав тăвать.

Мăшăрне Дилюзана пытарнӑ хыҫҫӑн, ӗмӗр тӑршшӗпех ӗçре, ҫынсем хушшинче пулнă Рашит Багаутдинов пахчаçă ӗçӗпе, чечек ӳстерес енӗпе интересленет. Пахчинче тӗрлӗ улма-ҫырла ӳстерет, вӗсенчен варение те хăйех хатӗрлеме пуçлать. Тӗрлӗ курӑксене, хурлӑхан, хӑмла ҫырли тата ытти çакăн пек ырӑ шӑршӑллӑ  тӗмсен ҫулҫисене чей валли типӗтет. Хӗл каçма салатсем хатӗрлет, купӑста, хӑяр тăварласа хурать. Чечекӗсене вара, куç ан тивтӗр, ăмсанса пӗтерейместӗн.

– Доллар чечек кăçал  чечек янăччӗ, курма ӗлкӗреймерӗр, тăкăнчӗ ӗнтӗ, фикусăм акă чечеке тӳмеленнӗ, – тет вӑл вӗсемпе паллаштарса.

Тивӗҫлӗ канура пулсан та,  активлă пурнăç йӗрки илсе пырать. Районти ветерансен совечӗн пурнăçӗнче те хастар хутшӑнать. Ветерансем хушшинче шывра ишес, шашка-шахмат, волейбол, пăшалпа перес, ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ ăмăртусенче хутшӑнса, призлă вырӑнсене те йышӑнать. Ҫамрӑк чухне Рашит Валиахметович  ташӑ кружокӗсенче интересленсе, тӗрлӗ конкурссенче, концертсенче час-часах  хутшӑннӑ. Ҫак хавхаланупа вӑл халӗ те районти ветерансемпе Пӑвара иртнӗ «Балкыш» зона фестивалӗнче хутшӑнать. Килӗнчи евроремонта та вӑл ӗçлекенсем тытмасăр, опытлă ăстасем те ăмсанмалăх,  хӑй аллипе тунă.

– Ачасемпе тата мӑнуксемпе телейлӗ эпӗ паян. Турра шӗкӗр,  вӗсем кашни кун килсе, халăма пӗлеççӗ, кирлӗ чухне пулăшаççӗ. Вӗсен савӑнӑҫӗшӗн хӗпӗртесе, ҫитӗнӗвӗсемпе мăнаçланса пурăнатăп, – тет Рашит Багаутдинов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев