Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Раҫҫей Конституци кунне халалласа

Декабрӗн 12-мӗшӗ – Раҫҫейре Конституци кунӗ. Ҫав кун референдумра 1993 ҫулта Раҫҫей Конституцине йышӑннӑ. Ҫак уява Раҫҫейри патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри тесе шутлама йышӑннӑ.

Конституцие йышӑнасси кашни патшалӑхпа халӑх историйӗнче чи пӗлтерӗшлӗ самант шутланать. Конституци патшалӑхӑн тӗп законӗ. Вӑл Раҫҫейӗн пӗтӗм право тытӑмӗн никӗсӗ пулса тӑрать.

Раштавӑн 13-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приют воспитанникӗсемпе пӗрле «Конституци пӗлӳҫисем» право вӑййине йӗркелерӗмӗр.

Вӗсем «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем», «влаҫ тытӑмӗсем», «Конституци терминӗсем», «право терминӗсене ҫырма хутлӑх пĕлĕвĕ» тата ӑс-хакӑл заданийӗсене хастар хутшӑнчӗҫ.

Вӑйӑ тӗллевӗ – «РФ Конституцийӗ» темӑпа вӗренекенсен пӗлӗвне ӳстерме тата тарӑнлатма, предметпа интереслентерме пулăшассиччӗ, ӑс-хакӑл шухӑшлавне аталантарма, вӗренекенсен гражданла позицине вӗрентсе ӳстерессиччĕ.

Юрий Адъютантов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев