Хыпарсем

Пушар правилисем пурнăçланма тивӗçлӗ

2022 ҫулăн I кварталӗнче 5 пушар регистрациленнӗ.

Районти пушарсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру кăткăсланса пырать. Кун ҫинчен пире Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн инспекторӗ Александр Мердеев пӗлтерчӗ.

– 2022 ҫулăн I кварталӗнче 5 пушар регистрациленнӗ. Унта пӗр ҫын вилнӗ. Пушарсенчен ытларахăшӗ 60 ҫултан аслӑрах, сывлăхӗсем хавшакрах ҫынсем пурăнакан çуртсенче ытларах пулни палӑрать, – тет Александр Мердеев.

Специалист сăмахӗсенчен паллă пулнă тăрăх, пушарсен чи анлă сарăлнă сăлтавӗсенчен пӗри – электричество оборудованийӗсене монтажланă   тата техника енчен эксплуатациленӗ чухне ăшăтакан кăмакасен пушар хăрушсăрлăхӗн правилисене пăсни.

Мӗншӗн ватӑ ҫынсем хӑрушлӑх ушкӑнне кӗреççӗ?

Пӗрремӗшӗнчен, ватӑ ҫынсем хускану йывăрланнине, куҫ кураслăхӗ япӑхланнине тата хӑлхи начар илтнине пула вӗсем кӗтмен хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пултарайаҫҫӗ. Унтан ватӑ ҫынсем хăвăрт йышӑнусем тăвасси çине витӗм паракан эмел препарачӗсен витӗмлӗхӗнче пулма пултараççӗ. Ватă çынсенчен нумайӑшӗ хӑйсем тӗллӗн кăна пурӑнаҫҫӗ. Мӗн те пулин сиксе тухсан, вӗсене никам та пулӑшма пултараймасть.

Ҫавӑнпа та пурнӑҫăра тата сывлӑха упрас, ҫавӑн пекех кил-çуртăра вут-ҫулӑмран хӑтарса хăварас, килте пушар кăларас мар тесен,  пушар хӑрушсӑрлӑхӗн элементарлă требованийӗсене пурнăçлăр, – тесе сӗнет пушар надзорӗн инспекторӗ.

Специалист каланӑ тӑрӑх, электричество оборудованийӗсене вырнаҫтарнӑ тата эксплуатациленӗ чухне ҫак правилӑсене пурнăçламалла. Пӗрремӗшӗнчен, юсавсӑр электричество пралукӗпе усӑ ан курӑр. Ҫуртри кивӗ электричество пралукӗсене хӑвӑр тӗллӗн улӑштарма ан тӑрӑшӑр. Ку ӗҫе специалистсем ҫеҫ тумалла. Иккӗмӗшӗнчен, электричество сетьне ытлашши тиев ан кӳрӗр, пӗр вăхăтра темиçе электричество приборне пӗр розеткăпа çыхăнтарнине пула вăл хӗрсе кайма пултарать. Специалист электричествăпа ăшăтакан хатӗрсемпе  усӑ курнӑ чухне те асӑрхануллӑ пулма сӗнет. Вӗсене хӑвӑрт тивсе каякан предметсемпе (чӳрече каррисем, сӗтел-пукансем т.ыт.те) ҫывӑха  лартмалла мар. Килтен ăçта-тăр тухса кайнă чухне те розеткӑран электричествăпа ăшăтакан хатӗрӗн, телевизорăн е радиоприемникӗн шнурӗсене кăларса хăварма ан манӑр.


Нет комментариев