Пукане спектаклĕ – ăса вĕрентекен юмах тĕнчи
Хĕрĕх урлă каçнă çын пуканепе вылять-и? Вылять, иккен!
Илемлĕ декораци, хаваслă юрă-кĕвĕ, пусмаран çĕленĕ пуканесене курсан çамрăка та, çулланнă çынна та хăй патне туртса илет.
Алешкин-Саплăк ялӗн библиотека заведующийĕ Ирина Артемьева пуканесем çĕлес ĕçе пуçарса яма шут тытнă. Кун пирки вăл икĕ çул каяллах ĕмĕтленнĕ. Хăй шутланине библиотекарь пурнăçа кĕртнĕ. Ăстаçăсене те ют ялтан шыраман вăл. Олимпиада Борисова пуканесем ăсталанă пулсан, декорацие Ирина Самделова хатĕрленĕ. Питĕ чаплă пулса тухнă…
Акă тинех кĕтнĕ вăхăт çитрĕ, пусмаран хатĕрленĕ пуканесем «Колобок» халаппа «чĕрĕлсе» тăчĕç. Асамлă юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйăнать халь кунта. Хĕрĕхрипе аллă çула çитни те, вăтăрти те пĕр тан пулса пуканесене алă çинче вылятрĕç.
Пукане спектаклĕнче Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче пуçламăш класра вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Хăйсене уйăрса панă рольсене хаваспах вылярĕç.
Уяв чăннипех те интереслĕ иртрĕ, ачалăха илсе çитерчĕ.
Ҫĕнĕ çул уявĕ тĕлне культура ĕçченĕсем, шкул ачисем валли тепĕр премьера хатĕрлесшĕн. Еплерех сăнарсемпе пулĕ, хальлĕхе вăл-вăрттăнлăх…
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев