Хыпарсем

Професси уявӗ ячӗпе

Кӑҫал вӑл мартăн 20-мӗшне тӳрӗ килчӗ тата ăна официаллӑ шайра 42-мӗш хут палӑртса ирттерчӗç.

Районти организацисемпе предприятисен ертӳҫисемпе иртекен йӑлана кӗнӗ канашлура районти халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен ӗçӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсене чысларӗҫ. Парнесене Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ  Марат Гафаров пачӗ.

Раҫҫейре халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен ӗçӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунне мартăн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртса ирттереççӗ. Кӑҫал вӑл мартăн 20-мӗшне тӳрӗ килчӗ тата ăна официаллӑ шайра 42-мӗш хут палӑртса ирттерчӗç.

           *   *   *

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пысăк профисси ăсталăхӗшӗн, Раҫҫей халӑхӗн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен ӗçӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхăн  ӗçченӗсен кунӗ ячӗпе «Прогресс» муниципаллă унитари предприятийӗн экономистне Чулпан Сабирзянована, операторне Рафаиль Мушарапова тата электросварщикне Марат Идрисова район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ.


Нет комментариев