Ҫӗпрелсем чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва хатӗр
Хыпарсем

Ҫӗпрелсем чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва хатӗр

Районта комплекслӑ тӗрӗслев шайӗнче командӑпа штаб вӗренӗвӗсем иртрӗҫ

Вӗренӳсенче Раҫҫей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстанри Тӗп управленийӗн оперативлӑ планлас уйрăмӗн пуçлăхӗ, шалти ӗçсен полковникӗ Игорь  Драгунов, Раҫҫей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстанри Тӗп управленийӗн оперативлӑ планлас уйрăмӗн тӗп специалист-эксперчӗ Владимир Олудин, влаҫ органӗсен представителӗсем, ҫавӑн пекех, мӗнпур ятарлӑ структура ӗҫӗсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

Вӗрентӳсем темиҫе тапхӑрта иртрӗç. Пӗрремӗш тапхӑрта граждансен оборонине тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас енӗпе туса хатӗрленӗ нормативлӑ право акчӗсене, ҫав актсене пурнӑҫламалли плансене, ҫавӑн пекех вӗсене пурнӑҫласси мӗнле шайра пынине тишкерчӗç. Электричество юписене сиен килнӗ  вăхăтра, пушар вӑхӑтӗнче, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă чухне ӗҫсене мӗнле илсе пымалли – вӗренӳсен иккӗмӗш тапхăрӗ пулса тӑчӗ.

Вӗренӳсене, тӗпрен илсен, район территорийӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑру килсе тухнă вăхăтра тивӗҫлӗ структурăсен пӗрлехи ӗҫӗ-хӗлне тишкерме тата лайӑхлатма палӑртнӑччӗ.

Практика заданийӗсене пурнăçлассин виҫӗ тӗслӗхне сӗнчӗç. Пӗрремӗшӗнче Упи ял тӑрӑхӗн территорийӗнче «нумай шутлă электричество проводисем татăлни» тӗслӗхе татса памаллаччӗ. Иккӗмӗшӗнче – районти Культура çуртӗн сцени ҫинче тухнӑ «пушара» сӳнтерчӗç. Ку тӗслӗхре халăха зданирен эвакуацилерӗç, пушар вӑхӑтӗнче сиен курнӑ ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ пачӗç.

Юлашки заданире Ульяновск – Казань – Ульяновск автомобиль çулӗ çинче «Форд» микроавтобуспа «Ваз–2107» ҫӑмӑл автомобиль хушшинче пулнă «çул-йӗр-транспорт аварин» инкекӗсене пӗтересси пулчӗ. Вӗренӳсене явăçтарнă ӗçченсем заданисене пурнăçлас ӗçре хăйсен ӗçӗн ăсти пулнине кăтартма пултарчӗç.

Игорь Драгунов та явăçтарнă мӗнпур ӗçченсем асӑннӑ задачӑсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑн пурнӑҫланине палӑртрӗ, пурне те тав турӗ.

– Ҫакӑн пек вӗренӳсене ирттерни питӗ те кирлӗ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру килсе тухсан, çынсен пурнӑҫне ҫӑлса хăварас  ӗҫре кирлӗ мероприятисене оперативлӑ тивӗҫтерессине йӗркелесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те вӗренетӗн, техногенлă инкексемпе кӗрешмелли хальхи технологисене практикăра усӑ курмалли майсем тишкерӗнеççӗ, – терӗ Игорь Драгунов.

Справка

Командӑпа штаб вӗрентӗвӗсене 5 ҫулта пӗр хут ирттереҫҫӗ. Çӗпрелӗнче вăл юлашки хут вӑл 2017 ҫулта иртнӗччӗ.


Нет комментариев