Ҫавӑн пек тӗлпулусенчен пӗри – ТР Президенчӗ ҫумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе полномочиллӗ представительпе-ТР Президенчӗн пулăшаканӗпе Фарид Габделганиевпа пулчӗ.
Районти предпринимательсене, çавӑн пекех, «Тутарстан Республикинчи Суту-илӳ промышленность палати» пӗрлешӗвӗн стратегилле аталану енӗпе ӗҫлекен пуçлăхӗн канашçине Марат Ахматова та ыйтусем пама май туса пачӗç. Ҫав тӗлпулусем онлайн форматпа иртрӗç.
Унта Ҫӗпрел районӗнчен онлайн-тӗлпулусенче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçин экономика аталанӑвӗ, финанс тата ял хуҫалӑхӗ енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов хутшӑнчӗç. Пӗрремӗш онлайн-тӗлпулӑва Ҫӗпрел районӗн 62 предпринимателӗ те интернет урлӑ хутшăнчӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ Тутарстан Республикинче предпринимательлӗхе пулӑшассипе çыхăннă ыйтусем пачӗç. Ыйтусем çине экспертсем – Тутарстан Республикинчи Ӗҫ тӑвакан администраци органӗсен представителӗсем ăнлантарусем пачӗç.
Тутарстан Республикинчи предпринимательлӗхе пулӑшмалли фондӑн регионти представителӗ Данис Айнуллов:
– Эпир, хамӑр енчен, Ҫӗпрел предпринимателӗсене законра пулнă улшӑнусене, вӗсене пулӑшу памалли мерӑсем çинчен вӑхӑтра пӗлтерме тӑрӑшатпӑр. Ҫапах та, онлайн форматпа та пулин ҫакӑн пек тӗлпулусем питӗ кирлӗ. Тӗлпулусенче, сӑмахран, 20-е яхӑн предприниматель хӑйӗн ыйтӑвӗсене паса, вӗсем экспертсенчен тулли хуравсем илчӗç.
Нет комментариев