Паянхи куна Ҫӗпрел районӗнче 357 вӑтам тата вак предпринимательлӗх субъекчӗ тата 724 харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен граждан регистрациленнӗ.
Ҫӗпрел районӗн пуçлăхӗ çумӗнче йӗркеленӗ экономика совечӗн ларăвӗ пулчӗ. Ларăвăн кун йӗркинчи пӗрремӗш докладпа районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин экономика аталанăвӗ енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов доклад турӗ.
Тухса калаçнă чухне вӑл коронавирус инфекцийӗ сарӑлас хăрушлăх пулнă условисенче вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем валли патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисем ҫинчен каласа пачӗ. «Çӗпрел» промышленность паркӗнчи ӗç-хӗле, уйрăмах, палăртса иртрӗ.
Чи малтананх, промышленность паркӗнчи тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсене шутласа иртрӗ. Уйрăммăн илсен, 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак паркра ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан предпринимательсене ҫӗр, пурлӑх тата транспорт налукӗсене тӳлессинчен хӑтараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне предпринимательсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем те вăйра пулӗҫ.
Тутарстан Республикинчи Экономика министерствин Предпринимательлӗхе пулӑшу паракан фонд урлӑ предпринимательсем мӗнле пулӑшу илме пултарни ҫинчен Предпринимательлӗхе пулӑшу паракан фондăн регионти представителӗ Данис Айнуллов каласа пачӗ.
Роспотребнадзорăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн Пӑва, Ҫӗпрел, Теччӗ тата Апас районӗсенчи территорири уйрăмӗн начальникӗ Артур Хасанов хӑш-пӗр таварсене тивӗҫлӗ маркировка кӗртесси çинчен палӑртса иртрӗ. Малашне сӗт продукцийӗсене тата бутылкӑсенчи ӗҫмелли шывсене ятарлӑ маркировкӑсӑр сутма май пулмӗ. Аш тата тырӑ продукцийӗсене хальлӗхе ку пырса тивмест. «2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа интернет-суту-илӳ марафонӗн программи ӗçлеме пуçлӗ. Ҫав марафона хутшăнма чӗнетӗп», – терӗ вӑл предпринимательсене чӗнсе каласа.
Налог ӗçӗ-хӗлӗнчи ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен Федераллă налог службин ТР енӗпе 8-мӗш номерлӗ районсем хушшинчи аслӑ налук инспекторӗ Ольга Бутусова каласа пачӗ.
2022 ҫулта этил спирчӗ, алкогольлӗ тата спиртлă продукци туса илес тата çаврăнăшӗн ӗç-хӗлӗнче патшалӑх контролӗнчи улшӑнусем ҫинчен ТР Патшалăх алкоголь инспекцийӗн Зеленодольскри территорири органӗн начальникӗ Рифат Сунгатуллин тухса калаçрӗ.
ТР инвестици венчур фончӗн организацийӗн директорӗн çумӗ Фанис Хакимуллин «Çӗпрел» промышленность лаптăкӗнче ӗҫлес текен резидентсемпе уйрăм тӗлпулусем ирттерме хатӗр пулнине палӑртрӗ. Вӑл резидентсене парка явӑҫтарас тесен вырӑнти предпринимательсене ытларах туртас пулать тесе палӑртса иртрӗ.
Кашни доклад вӗçӗнче предпринимательсем хăйсене интересленекен ыйтусене пачӗç тата вӗсем ҫине тулли хурав илчӗç.
Район прокурорӗ Ильдар Маликов та предпринимательсене законпа килӗшӳллӗн пулӑшма хатӗр пулнине палӑртрӗ.
Лару итогӗсене пӗтӗмлетнӗ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пуласлӑха гарантилекен программӑсене хутшӑнассинчен нихӑҫан та хӑрамалла маррине палӑртрӗ.
– Ҫӗпрел районӗнче предпринимательсен потенциалӗшӗн тата предпринимательсемшӗн аталану условийӗсем питӗ пысӑк. Районта предпринимательлӗхӗн нумай тӗсӗсем аталанман. Сӑмахран, Ял туризмӗ. Ҫутҫанталӑк та пирӗн ҫакӑншӑн питӗ илемлӗ. Интернет-площадкăна предпринимательсем алла илмен. Производство пур, анчах ӗçе кӗртме пулмасть. Ӗçе кӗртме пулнă çӗрте унпа суту-илӳ тума май çук. Ку енӗпе ӗçе малалла та тӗплӗн йӗркелемелле. Ерипен пулсан та, çапах та эпир ун патне пырса çитӗпӗр. Паянхи пурнӑҫ условийӗсем ҫакна ыйтаҫҫӗ, – терӗ терӗ Марат Гафаров, предпринимательсене ăнăçу сунса.
Справка
Паянхи куна Ҫӗпрел районӗнче 357 вӑтам тата вак предпринимательлӗх субъекчӗ тата 724 харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен граждан регистрациленнӗ.
Нет комментариев