Площадкăсем ҫӳп-ҫаппа тулнăччӗ
Пӗр кун хушшинче ҫӳп-ҫап площадкисенчен 58 тонна строительство çӳп-çапне тата йывăç тураттисене илсе тухнӑ
Çак ӗçе «Фламинго» общество пурнăçларӗ.
2019 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре «Производство тата хытă каяшсем çинчен» Федераци законе тӳрлетӳсем кӗртнипе ҫыхӑннӑ «ҫӳп-ҫап реформи» пуҫланнăччӗ. Халӗ ҫӳп-ҫап турттарассипе регионти операторсем ӗçлеҫҫӗ.
Экологи законӗсене ҫӗнетнипе пӗрлех, Раҫҫейре майӗпен ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухас енӗпе система кӗртеççӗ. Хальхи законсемпе хытă каяшсем енӗпе ӗçлесс енӗпе регион операторӗн тивӗҫӗсене йăлара пухăнакан çӳп-çап йышне, сӑмахран, строительство е çумкурăксене турттарса тухасси кӗмест. Анчах та эпир пурăнакан вырăн – ял тăрăхӗ.
Нумайӑшӗ, яланхи пекех, йывӑҫ каснӑ хыççăн юлнă турат-çатракасене, строительство ҫӳп-ҫапне çав-çавах контейнерсене пӑрахаҫҫӗ. Ҫавна пула контейнер площадкисенче ҫӳп-ҫап, тата ытти ăпăр-тапăр пуҫтарӑнать. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть пӗр канашлура пуҫарнӑччӗ. Проблемӑна тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн Пӑваран килнӗ эколог Амир Зяббаров ял ҫыннисем ҫакăн пек ҫӳп-ҫапа: йывăç тураттисене, кивӗ сӗтел-пукансене, кирлӗ мар строительство материалӗсене килкартинче пухмалла, регионти оператор патне шӑнкӑравласа, ӑна турттарса тухма заявка памалла, терӗ. Апла пулсан, ун пек ҫӳп-ҫапа кил хушшинчен илсе каяҫҫӗ. Ку – аван, çакна пурсăмăр та хӑнӑхса çитсен çапла тăвӗç. Халӗ вара çӳп-çап айне путнă, йӗри-таврана илемсӗрлетсе тăракан площадкăсемпе мӗн тумалла-ха?! Юрать-ха районта «Фламинго» общество пур. (Ертӳҫи Альфред Низамов). Ку хутӗнче те ҫак организаци вӑйӗпе Кивӗ Ҫӗпрел тата Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗсенче çавăн пек ӗҫ йӗркелерӗç.
Тасатнӑ ҫӗре тракторист Фарит Алиакбаров çӳретекен «МТЗ-1221», «ЗИЛ» самосвала (водителӗ Ильмас Хайруллин) тата Фаниль Шарафутдинов çӳретекен мини-тиеве явӑҫтарнӑччӗ.
Пӗр кун хушшинче контейнер площадкисенчен мӗнпурӗ 58 тонна строительство хыççăн юлнă кирлӗ-кирлӗ мара, йывăç, вӗтлӗх турачӗсене пуҫтарса, тивӗçлӗ вырӑна ăсатрӗç.
«Фламинго« обществăн ертӳҫи Альфред Низамов контейнерсене кӑларса пӑрахма юраман каяшсен тӗсӗсем ҫинчен аса илтерчӗ. Кусем: строительство çӳп-çапӗ; лампӑсем (люминесцентлисем, чӗркӗмӗллисем); аккумуляторсемпе батареясем; ҫу (масло) (ӗçе кӗртнӗ мотор, трансформатор); автомашина шинисем, покрышкисем; йывăç тураттисем, вуллисем, çумкурӑк тата тислӗк.
Темăна малалла тăсса
«Административлă право йӗркине пăсни çинчен калакан Тутарстан Республикин Кодексӗн (19.12. 2006 çул, 80№ТРЗ (Тутарстан Республикин Патшалăх Совечӗн 2006 çулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче йышăннă) 3.6 статйипе килӗшӳллӗн, çак Кодексӑн 3.17 статйипе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсемсӗр пуҫне, ял тăрăхӗсемпе хула округӗсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртмелли муниципалитет правилисене пӑснă граждансене 2000 тенкӗрен пуҫласа 3500 тенкӗ таран; должноҫри ҫынсене – 15000-ран пуҫласа 30000 тенкӗ таран; юридически сӑпатсене ҫине – 200 000 тенкӗрен пуҫласа 500 000 тенкӗ таран административлӑ штраф хываҫҫӗ.
Ҫак ӗҫсене ҫулталӑк хушшинче тепӗр хут тунӑ чухне граждансене – 3500 пуҫласа 5000 тенкӗ таран должноҫри ҫынне – 30000 пуҫласа 50000 тенкӗ таран; юридически сӑпатсене 500000 тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран административлӑ штраф парӗç.
2001 ҫулăн декабрӗн 30-мӗшӗнчи 195-ФЗ номерлӗ административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 8.2 статйипе (11.06.2002 çулхи редакцийӗнче пӑхса хӑварнӑ) килӗшӳллӗн производство тата усă курнă хыççăнхи хытă каяшсене пухнă, турттарнă, ӗçе кӗртнӗ, сиенсӗрлетнӗ чухне таврари хутлăха упрас енӗпе требованисене пурнăçламаншăн, ҫак Кодексӑн 8.2.3 статьясенче пăхса хăварнă тӗслӗхсемсӗр пуçне, граждансене 1000 пуҫласа 2000 тенкӗ таран штраф; должноçри çынсене – 10000 пуҫласа 30000 тенкӗ таран; юридически сӑпат предприниматель ӗҫне йӗркелемесӗр пурнӑҫласан – 30000 тенкӗрен пуҫласа 50000 тенкӗ таран е 90 талӑкччен ӗҫе административлӑ чарса лартасси; юридически сӑпатсене – 100000 тенкӗрен пуҫласа 250000 тенкӗ таран штраф хываççӗ е 90 талӑкччен ӗҫе административлӑ чарса лартаççӗ.
Ҫак статьян 1-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ административлӑ правӑна ҫулталӑк хушшинче тепӗр хут пӑснă граждансене – 2000 пуҫласа 3000 тенкӗ таран; должноҫри ҫынсене – 30000 пуҫласа 40000 тенкӗ таран; юридически сӑпат предприниматель ӗҫне-хӗлне йӗркелемесӗр пурнӑҫласан – 50000 пуҫласа 70000 тенкӗ таран штраф хываççӗ е 90 талӑкчен ӗҫе административлӑ чарса лартаççӗ, юридически сӑпатсене – 250000 пуҫласа 40000 таран-административлӑ штраф параççӗ е 90 талӑкччен ӗҫе административлӑ чарса лартаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев