Декабрӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Хальхи Раҫҫейре ҫак асран кайми куна 2007 ҫулта палӑртнӑ. Анчах та ҫак уяв XVIII ӗмӗртен пуҫласа хӑйӗн историне илсе пырать. 1769 ҫулта II Екатерина Ҫветтуй Георгий Çĕнтерӳҫĕ орденне йӗркеленӗ. Ҫавӑнпа та кашни регионта, хулара, ялта хамӑрӑн геройсем пур, вӗсем ҫинчен манма юрамасть, яланах асра тытатпӑр паттӑрла ĕҫĕсене.
Халӗ те ҫулсеренех, Раҫҫей ҫыннисем Совет Союзӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсен, ҫавӑн пекех Мухтав орденӗпе Çветтуй Георгий орденӗн кавалерӗсене мӑнаҫлӑн та тав туса мухтавлаҫҫӗ. Раҫҫей ҫыннисем ҫапӑҫу хирӗнче паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ ҫар ҫыннисемпе мӑнаҫланаççӗ.
Асран кайми кун тӗлне халалласа, декабрӗн 9-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приют воспитанникĕсемпе пĕрле «Паттӑрсен ҫулӗсем» ӑс-хакӑл вӑййине ирттертӗмӗр.
Вӑййа хутшӑнакансем Тӑван çӗршывӑн тӗрлӗ вӑхӑтри, истори пулӑмĕсене, паттӑрлӑхӗсене, литературӑри паттӑрсемпе тата паттӑрла ӗҫӗсене аса илчӗҫ.
Юрий Адъютантов
Нет комментариев