Паспортлă пулчӗç
Мероприятие декабрӗн 12-мӗшӗнче палӑртса ирттерекен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунне халаланӑччӗ.
Сăн-пичӗсенче ачанни пек савӑнăç палăрса тăракан ултӑ çамрăк Раҫҫей Федерацийӗн тулли праваллӑ гражданӗсем пулса тӑчӗҫ. «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче паспортсем парас енӗпе мероприяти иртрӗ.
Ачасене асран кайми самантсемпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, район прокурорӗ Ильдар Маликов, Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн полици начальникӗ Артем Абрамов саламларӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Ильяз Алиакберова, Розалия Сагдеевана, Ярослав Головина, Анастасия Макарована, Тимур Алиева, Полина Ефимована тӗп документ пачӗç.
Тимур Алиев:
– Эпӗ Раҫҫей гражданинӗ пулнишӗн мăнаçланатăп. Паспорт илни маншӑн пысӑк та хумхантаракан пулăм.
Мероприятие декабрӗн 12-мӗшӗнче палӑртса ирттерекен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунне халаланӑччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев