Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Партишӗн конкретлă ӗçсем калаççӗ

Ҫӗпрел районӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая  Россия» политика партийӗн Тутарстан   регионӗн уйрӑмӗн Çӗпрелӗнчи вырăнти уйрăмӗн ХХХ-мӗш конференцийӗ пулчӗ

Конференци ӗҫӗнче 38 делегат, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, контроль комиссийӗн членӗсем, ҫавӑн пекех, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин тата «Единая Россия» Пӗтӗм Раççейри политика партийӗн Тутарстан  регионӗн уйрăмӗн политика совечӗн членӗ Дмитрий Второв хутшӑнчӗ.

Мероприятие Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ, партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Марат Гафаров уҫрӗ те илсе пычӗ.

Конференцире вырăнти уйрăмăн пилӗк ҫул хушшинчи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗç. Парти членӗ, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин доклад тунине итлерӗç. Конференцие хутшӑнакансене чӗнсе каласа, Алексей Ярухин, «Единая Россия» членӗсем хутшăннипе, районта федераллă тата республика программисем, проектсем пурнӑҫланине палӑртса иртрӗ.

– «Единая Россия» партин ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен обществăн лайăх шухӑш-кӑмӑлне йӗркелесси – чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри. Партишӗн конкретлӑ ӗҫсем каласа пама тивӗçлӗ. Ку – пирӗн принциплă позици. Парти ӗҫӗ-хӗлӗ, чи малтанах, граждансен пурнăçӗн тăнăçлăхне тивӗҫтересси, пурнӑҫпа йăла пахалӑхӗсене лайӑхлатасси. Ҫаксем пурте курăнса тăракан, чӑн-чӑн ӗҫсем. Шут-хисеп тапхӑрӗнче, сӑмахран, районта строительствӑна, тӗп юсав тата тирпей-илем кӗртес енӗпе укҫа-тенкӗ хывнин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 4 миллиард тенке ытларах  тӳрӗ килет. Ҫӗнӗ объектсем тӑвас, президент программисен шучӗпе объектсене тӗпрен юсас, çулсем тăвас тата юсас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланчӗ, – тесе палӑртса иртрӗ докладчик.

Конференци вăхăтӗнче «Единая Россия» партин Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн секретарьне суйласси ҫинчен» ыйтӑва пӑхса тухрӗç. Ҫӗнӗ секретаре вӑрттӑн сасӑлавпа тата альтернативлӑ майпа суйларӗç. Марат Гафаровӑн тупӑшаканӗ Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов пулчӗ. Нумай сасă панипе килӗшӳллӗн, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ пулма Марат Гафарова суйларӗç.

Кун йӗркинче, ҫавӑн пекех, тӗп ыйту – «Единая Россия» Пӗтӗм Раççейри политика партийӗн XXXIV конференцине делегатсем суйлассиччӗ. Уҫӑ сасӑлав ирттернӗ май, пӗр саслăн конференци делегачӗ пулма пирӗн районтан «Единая Россия» партин членне, «Единая Россия» партинйӗн Ҫӗпрел районӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн секретарьне, район пуҫлӑхне Марат Гафарова суйларӗç.

Тӗлпулу партин ҫӗнӗ членӗсене парти билечӗсене панипе вӗҫленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев