Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленни
Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленес тӗллевпе район центрӗнче тата ялсенче пурăнакансен ҫурчӗсен умӗнче юртан тунă тӗрлӗ фигурăсем курӑнма пуҫларӗҫ.
Центральная урамӗ кӑҫал пӗлтӗрхинчен капăртарах илемленет. Тӗп чăрăша «Çӗпрел» паркӗнче вырнаҫтарнӑ. Районти организацисемпе предприятисен зданийӗсем тахçантанпах тӗрлӗ тӗспе ҫуталаҫҫӗ.
Уйрӑм ҫуртсем те хӑйне евӗрлӗ илемленеҫҫӗ. Калăпăр, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Дачный поселокӗнчи Татарстан урамӗнче пурӑнакан Науметовсен ҫурчӗ умӗнче юртан тунă çитес çулăн символӗ – Вӑкӑр вырăн илчӗ, юнашарах шăвассишӗн сăрт тунă тата чăрăш вырнаçтарнă.
Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче ҫурт умӗнчи территорисене илемлетмелли традици те темиҫе ҫултанпа малалла пырать. «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Гафуров кашни ҫул ял халăхне Çӗнӗ ҫул чăрăшӗсем кӳртерсе парать. Кӑҫал та Çӗнӗ çула кăмăллă тăвассишӗн кӗçӗнчăнлăсем валли 300 яхăн чӑрӑш кӳнӗ. Кӗçӗнчăнлăсем «Çӗнӗ ҫул картишӗ» композицие, Хӗл Мучипе Юр пикине, çаплах, çӗнӗ 2021 çулăн символне – Вӑкӑра тахçанах туса хучӗç ӗнтӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫурт умӗнчи территорийӗсене капӑрлатса, çӗпрелсем йӗри-таврана савӑнтарнипе кӑна мар, çӗнӗ çул тӗлне вара, чи лайăх илемлетес енӗпе районти конкурсра та хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев