Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Митрополит Кирилл Упи ялӗнчи храма светить турӗ

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл Упи ялӗнчи Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗ ячӗллӗ храма светить турӗ, унта пӗрремӗш литурги ӗçне илсе пычӗ

Çӗпрел районӗн чиккинче тӗн çыннисене район пуçлăхӗ Марат Ринатовичпа пӗрле Çӗпрел чиркӳ округӗн благочиннăйӗ иерей Павел, наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсемпе яшсем кӗтсе илчӗç.

Мероприяти декабрӗн 12-мӗшӗнче иртрӗ. Храма сăвапланă хыççăн Кирилл владыка храмра пулнӑ священниксемпе кӗл тума килнӗ çынсене саламласа:

– Вуникӗ ҫул кӗтрӗр эсир ҫакна, акӑ çак вырӑна та святой Сывлӑш тивлечӗ ҫитрӗ. Кашни вырсарникун ҫак сӑваплӑ храм тулли пултӑр тесе калас килет. Юлашки вӑхӑтра эпир час-часах храмсене светить тăватпăр, унта сӑваплӑ ӗҫе яланах нумай ҫын хутшӑнать. Тепӗр уйӑхран е икӗ уйӑхран килетӗн те храмра темиҫе ҫын кӑна тӑрать. Çавăнпа та, сирӗн те кунта килсе кӗл тăвассинчен сивӗнмелле ан пултӑрччӗ. Турра юратăр, унăн заповечӗсем тăрăх пурăнма тăрăшăр. Эсир йӑла-йӗркене хисепленине курма питӗ хавас. Района кӗнӗ чухне пире район пуçлăхӗ Марат Ринатовичпа пӗрле наци тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем кӗтсе илчӗç. Пирӗн атте-анне панӑ еткерлӗхе  упрамалла тата хакламалла. Мӑн асаттесен наци тумӗсем тата ытти япалисем пирӗнтен нумайӑшӗн упранса юлман. Анчах та пурин те Турă çурчӗ – храм пур, унта кӗлтума, чун-чӗрене Ҫӳлти Турă умӗнче уҫса пама пулать, – терӗ вăл.

Храмра пӗрремӗш хут литурги иртрӗ. Литургире Псково-Печерски Свято-Успенски арҫынсен мӑнастирӗн архимадричӗ Филарет (Кольцов), Тутарстанри митрополи секретарӗ иеромонах Кирилл (Кольцов), Ҫӗпрелӗнчи чиркӳ округӗн иерейӗ Павел Пурлов, Хусан храмӗн настоятелӗ протоиерей Владимир Кудрявцев, Турӑ Амăшӗн турăшӗн храмӗн настоятелӗ Владимир Саймуллов, Егидерово ялӗнчи «Мӗнпур хурлăхлисен савăнăçӗн» Турӑ Амăшӗн турăшӗн храмӗн настоятелӗ иерей Владимир Саймуллов, Хусанти таса Чунлӑ Иоанн Кронштадтский храмӗ çумӗнчи Хусанти тӗн семинарийӗн настоятелӗ иеромонах Владимир (Киселев), иеромонах Алексий (Яцейко) хутшăнчӗç. Юрӑсене Марина Литвиненко ертсе пынипе хутăш хор пурнӑҫларӗ. Кӗлӗре тӗне ӗненекен Çӗпрел районӗн тата Упи ялӗн çыннисем, храма çӗкленӗ строительсем, ырă ӗç тăвакансем пулчӗç.

Кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн митрополит Кирилл ырӑ ӗçсемшӗн чиркӳ парнисем пачӗ. Митрополит Кирилл тата, çавна май, ҫакна та палăртса иртрӗ. Турӑ çуртне тӑвас ӗçе хутшӑннӑ çынсем укçа-тенкӗпе кӑна мар, хӑйсен чун-чӗре ăшшине те ӗçе хывнă, терӗ.

Архипастырь Упире çуралса ӳснӗ архимандрит Филарета (Кольцова) пӗрлехи кӗлӗшӗн тав турӗ, Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн I степеньлӗ медальне пачӗ. Чиркӳ наградисене Упи ялӗнчи Хусан храмӗн строительствин пуçаруçисем тивӗҫрӗç. Гурий Казанский святителӗн I степень медалӗпе протоиерей Владимир Кудрявцев, II степень медалӗсемпе Василийпе Михаил Крлыковсем, Зинаида Зуева, Сергей Тихонов чысланчӗç.

Архиерей грамотисемпе вара Николай Угаслов, Александр Шадриков, Николай Ярухин, Иван Павлов, Василий Краснов, Алексей Ярзуткин, Александр Тихонов, Николай Тямин, Александр Вмелькин, Виктор Марков, Ринат Бикмухамедов, Дамир Кирасиров, Владимир Курамилин, Ильдус Валиулов, Александр Юманов; Сергей, Андрей тата Никита Пиняркинсем, Олег Павлов, Евгений Иванцов, Василий Козлов, Сергей тата Вячеслав Петровсем; Андрей, Сергей, Кирилл, Даниил Красновсем; Павел Звягин, Александр Минаев, Петр Артемьев, Александр Марков, Александр Макаров, Александр Ярухин, Юрий Чашкин, Николай Кудрявцев парнеленчӗç.

Хастар çынсенечысланă хыҫҫӑн митрополит Кирилл, парнесене нумай ҫын тивӗçлӗ пулнăшăн питӗ савӑннине пӗлтерчӗ. «Ҫакӑ пӗтӗм ял храм строительствин ӗçне хастар хутшӑнни ҫинчен калать», – тесе палăртса иртрӗ.

Çаплах, архимандрит Филарет (Кольцов) та сăмах тухса каларӗ:

–Кирилл Владыка, Эсир пирӗн яла килнӗшӗн Сире тав тӑвас килет. Аслӑ ӑру представителӗсем те архиерей яла килни ҫинчен нихӑҫан та калани пулман. Ӗлӗк кунта архипастырь ури пусман та пулас. Анчах та эсир килме тата Турӑ ҫуртне-кӗлӗ ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳме май тупрӑр. Ҫак асран кайми куна пӗрле кӗлтума чӗннӗшӗн эпӗ сире чун-чӗререн тав тӑватӑп. Нумай ҫул каялла тӑван ялтан тухса кайнӑ чухне эпӗ кунта Хусан архипастырӗпе пӗрле, архимандрид чинӗнче таврӑнасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман. Паян манӑн чӗре савӑнӑҫпа тулли. Анчах тунсӑх та пур, мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗсене манӑн чун-чӗрене, манӑн нумай ентешӗмсен чӗрисене хывнă ҫынсем паянхи кунччен пурӑнаймарӗҫ. Ҫак сӑваплӑ кун ҫинчен асра тытӑпӑр тата Турра яланах тав тӑвӑпӑр.

Священник Псковскипе Порховски митрополичӗ Тихон ячӗпе Турӑ ҫуртне Турӑ Амӑшӗн тата Ҫӑлаканăн икӗ пысӑк турӑшне пачӗ. Архимандрит Филарет Упи ялӗнчи Хусан храмăн настоятельне протоиерей Владимир Кудрявцева священниксен тумӗ тата храмра кирлӗ пулакан набор парнелерӗ.

Архипастырь Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхне, ял хутлӑхне ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн тата тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн чунтан тав турӗ, ял ҫыннисене пиллӗх пачӗ.

Ираида Аюгина:

– Чиркӳсене аркатнине пӑхмасӑрах, халӑх чун-чӗринче турра ӗненесси пӗтмерӗ. Ял ҫыннисем килӗсенче кӗлӗ вуларӗҫ, йӑла-йӗркесем ирттерчӗç. Ял варрине тӗн ҫурчӗ туса лартнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр. Храм строительствин ӗçӗнче пулăшнисене, ыр кăмăлçӗсене Турӑ пулăштăр, ырăлăх патăр, – терӗ.

Çак кун Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кивӗ Йӗлмел ялне те ҫитсе курчӗ: 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ салтаксен палӑкне светить турӗ. Кирилл владыка, çаплах, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Сергий Радонежский ячӗллӗ храмра та пулчӗ.

 

Справка

Революциччен Упи ялӗнче икӗ православи храмӗ: Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ ячӗллӗ йывăçран тунă çуллахи тата хӗллехи чиркӳ пулнă. Анчах та иккӗшне те совет влаҫӗн ҫулӗсенче аркатнӑ.

1999 ҫулта район администрацийӗ тӗне ӗненекенсене чиркӳ тума вӑтам шкулӑн кивӗ ҫуртне панӑ. Храма ҫав ҫулах Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн ячӗпе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ. 2011 ҫулта Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Анастасия пилленипе кирпӗчрен çӗнӗ чиркӳ тума пуҫланӑ. Строительство пуҫарӑвӗсемпе священник Владимир Кудряцев тата Кӗçӗн Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаилпа Василий Крлыковсем çӳренӗ. Ял халăхӗ те храм тума пулӑшнă.

2015 ҫулхи июль уйӑхӗнче храмăн куполӗпе хӗресӗ ҫӗкленӗ. Иккӗмӗш куполпа хӗресе 2017 ҫулхи февральте хăпартнă. Хӗресне Ульяновск облаҫӗнче шăратса тунă, куполне вырӑнти ӑстаҫӑсем пуҫтарнӑ

ФОТОРЕПОРТАЖ

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев