Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Мишары» –  Хӗрлӗ площадьре

Ольга Ефремова ертсе пынипе «Мишары»                      ачасен фольклорпа этнографи ансамблӗ Раҫҫейӗн тӗп хулинче –  Мускав хулинче пулса таврăнчӗ

Раҫҫейре тата Европӑра чи пысӑк пулнă «Ӗмӗтсен утравӗ» аттракционсен паркне каяссишӗн Сертификата ТР Культура министерствинчен панӑ. Аса илтеретпӗр, коллектив «UenFest» традицилле ачасен вăййисем республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулчӗ.

– «Экстремаллă аттракционсем, Америка тӑвӗсем, 5D кинотеатр тата ыттисем – çак кăмăллă ҫулҫӳревӗн пӗр пайӗ кăна. Ҫавӑн пекех «Мишары» ансамбльти ачасем Хӗрлӗ площадьре пулчӗç, тӗп хулари паллӑ вырӑнсене пӑхрӗç, метрора çӳрерӗç. Пуриншӗн те çулçӳрев манăçми асаилӳ пулса юлӗ, ҫулҫӳреве йӗркелекенсене пысӑк тав», – тесе палӑртса иртрӗ ертӳçӗ Ольга Ефремова.

Хӗрлӗ площадьре пулнӑ чухне «Мишары»  конкурссенче тата фестивальсенче сценăсем çинче çӗнсе илнӗ ташăсене ташласа  видео çине те ӳкерӗнчӗç.

Коллективра 22 ача: 8 арҫын ача тата 14 хӗрача. Коллектив районти краеведени музейӗпе,  библиотекӑпа, ветерансен Совечӗпе тата «Ак калфак» хӗрарӑмсен обществин организацийӗпе, аслă çулсенчисемпе  тачӑ ҫыхӑнура тăрать.

Ансамбль район пурнӑҫӗнче активлă хутшӑнать: тӗрлӗ культура уявӗсенче, Сабантуй-Акатуйсенче, «Ял кунӗ»сенче,, республикӑра, кӳршӗри регионсене хутшӑнать.

«Пирӗн ҫуртăмăр – Тутарстан», «Монлы тамчылар -Звонкая капель», «Çавра   вăйă» фестивалӗн лауреачӗсем.  «Вӑйӑ Фест» Тутарстан Республикинчи халӑхсен традицилле вăййисен  I Республика фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи, «Вăйă Фест» Тутарстан Республикинчи халӑхсен традициллӗ вӑййисен II Республика фестивалӗнче финалист ячӗсене тивӗçлӗ пулчӗ. Шутласа кайсан, ăнăçусем тата та нумай. Ҫавӑн пекех ачасем «Наци Multfest» конкурсра хутшӑнассишӗн «Затлы хэзинэ» фильмра ӳкерӗнчӗҫ. 2019 ҫулта коллектив Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗçрӗ.

Коллектив ертӳҫи Ольга Ефремова «Традицилле культура тата халăх искусствин нумай енлӗ  тӗнчи» Пӗтӗм Раҫҫейри  наукӑпа практика конференцийӗнче доклад тата «Ачасен фольклор ансамблӗпе ӗçлес енӗпе тутар-мишер халăхӗн традицилле вӑййисен воспитани пӗлтерӗшӗ» текен сборник валли статья хатӗрлерӗ.

Малашне коллектив тутар-мишерсен, ачасен фольклорӗ енӗпе хӑйӗн пуххине кӑларма планлать.

 

Справка

 «Мишары» ачасен фольклорпа этнографи коллективӗ районти ачасен искусство шкулӗ çумӗнче 2018 çулта Тутарстан Республикин Правительствин гранчӗн пулăшăвӗпе йӗркеленнӗ.

Проектăн тӗллевӗ – ачасене наци культурин çăлкуçӗсене явăçтарасси, тутар-мишерсен ăс-хакăл традицийӗсене çӗнетесси, аталантарасси тата культура эткерлӗхне сыхласси.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев