«Мир и слово Валентина Распутина»  литература сехечӗ
Хыпарсем

«Мир и слово Валентина Распутина» литература сехечӗ

Валентин Григорьевич Распутин ҫуралнӑранпа 85 ҫул

Людмила Николаева, Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен  техникумӗнче вӗрентекен

Кӑҫал ҫӗршыври культура общественноҫӗ XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринчи чи аслӑ литераторсенчен пӗри – Валентин Григорьевич Распутин (1937-2015) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине палӑртрӗ.

Валентин Григорьевич Распутин 1937 ҫулхи мартăн 15-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчен виҫçӗр километр инçешӗнчи Ангара юханшыв çыранӗнче вырнаçнă  Усть-Уда поселокӗнче, хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Çак вырăнсенчех, Аталанка ялӗнче ӳснӗ. Аталанка ятне эпир писатель хайлавӗсенче курмастпӑр, анчах, шӑпах вӑл, Атамановка, пек янравлă «Прощание с Матерой» тата «Последнем сроке», «Живи и помни» повеҫсенче килсе тухать.

Писатель прозӑна чунтан парӑнни ӑна çыравçăсен хушшинче ӑстаҫӑ чапне кӑна мар, çав вăхăтри ҫынсене чунтан хисепленине те кӑтартнӑ. Тайган авалхи кӗтесӗсене тӗкӗнме юраманнине, Байкал шывӗн ресурсӗсемпе ҫутҫанталӑк тасалӑхне Распутин  сӑмахпа та, ӗҫпе те хӳтӗленӗ.

«Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» мартăн 15-мӗшӗнче  «Мир и слово Валентина Распутина» ятлă литература сехечӗ пулса иртрӗ.

Унта ТП 114-20   С ушкӑнӗн 2-мӗш курсӗн студенчӗсем  тата  вырӑс чӗлхипе литература преподавателӗ Людмила Николаева хутшӑнчӗҫ.

Мероприятийӗн тӗллевӗ – вӗренекенсене Валентин Распутин тата унăн пултарулӑхӗ ҫинчен пӗлӗве тарӑнлатассиччӗ, çавӑн пекех ҫыравҫӑн паллă пулман калавӗсемпе тата повеҫӗсемпе паллаштарассиччӗ.

Распутинăн хайлавӗсем, хальхи Раҫҫей литературине унсăр пуçне куҫ умне кӑларса тӑратма пултараймастăн, паттӑрсен тӗлӗшпе хумхантаракан, шухӑшлаттаракан, лайӑх туйӑмсене вӑратакан произведенисен шутне кӗреҫҫӗ. Ахальтен мар Валентин Григорьевича Раҫҫей совеҫӗ теҫҫӗ. Прозаикăн тӗлӗнмелле тӗнчи хамăршăн хӑй тӗллӗн уҫăласси тата вуласси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калакан шухӑш мероприятийӗн тупсăмӗ пулчӗ.

Студентсем Валентин Григорьевич биографийӗнчи интереслӗ фактсене преподаватель каласа панă тăрăх илтрӗҫ тата «Сибирь мастерӗн сăмахӗсем» («Слова мастера Сибири») презентаципе курчӗҫ.  Писатель ҫине тӑрсах вӗренесшӗн ҫуннипе ҫеҫ хăйӗн ят-сумне çӗнсе илнӗ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл малалла вӗреннӗ, анчах та хӑйӗн килӗнчен аякра. Çакă вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсем пулнӑ. Распутин хăйӗн пурнăçӗнчи тапхăрӗ çинчен, 1973 ҫулта,  «Уроки французкого языка» автобиографилле калав ҫырнă. Каярахпа 1978 ҫулта фильм ӳкернӗ.

Вӗренекенсем унӑн «Василий и Василиса», «Встреча», «Рудольфио», «Прощание с Матерой», «Последний срок», «Живи и помни» кӗнекисен историне пӗлчӗç. Электронлӑ викторина ыйтӑвӗсем ҫине интереспе хуравларӗҫ, унӑн калавӗсемпе повеҫӗсен паттӑрӗсем ҫинчен каласа пачӗç, поэт-ентешсен писателе халалланӑ сӑввисене вуларӗҫ. Мероприяти вӗҫӗнче студентсем «Уроки Распутина» видеоролик пăхрӗҫ, унта писатель хӑй ӑҫта ҫурални, ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа панă: Ҫӗпӗр, хăйӗн кӗнекисем ҫинчен, хăшӗсемшӗн Валентин Распутин «Александр Солженицынăн литература премине» илнӗ.

Валентин Распутин пултарулӑхӗ – писатель пурӑннӑ чух пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсем. Этемлӗхе ҫавӑн патне чӗнни хальхи вӑхӑтра та актуаллă. Ҫакӑ пире «ырӑ чӗрепе шанчӑклӑ чун пултăр тесе!» этемлӗхе упраса хӑварма тата çын пулса юлма чӗнсе калани!

Литература сехечӗ вулакансемшӗн усӑллӑ иртрӗ. Студентсем ҫыравҫӑн биографийӗпе, çывăххăн писателӗн пултарулӑхӗпе, унӑн кӗнекисемпе паллашрӗç. Килти задание вара ҫак ҫыравҫӑн паллă пулман произведенине вуламалли пулчӗ.


Нет комментариев