Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗҫлекен çынна ӗҫ кансӗрлемест

Куршанкă-Шăхаль ялӗнчи Александр Афанасьев – районта выльӑх-чӗрлӗх тата уй-хир ӗçӗсемпе çирӗп интересленекен фермерсенчен пӗри

Куршанкă-Шăхаль  ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович хăйӗн ӗçне 2008 ҫулта уйрăм предприниматель пулнă май пуçласа ярать.

Вӑл халӑхран мӑйракаллӑ шултра выльӑх пухса, вӗсене пусса, ӗçе кӗртсе, Ульяновск хулинчи пасара аш сутассипе  интересленекен  усламçăсене илсе кайса паракан пулать. Каярахпа 7,2 гектар лаптăка йышăннă икӗ пай çӗре регистрацилесе, тырă культурисене акма пуçлать. 2013 ҫулта хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркелет.

Ялта пурăнакан тата выльăх усракан Александр, паллах, çак ӗç çăмăл пулмассине ӑнланать. Ҫӗрсене ӗçе кӗртме вара техника кирлӗ. «Çамрăк фермер» программăна кӗрсе, 45х55 лизинг программăпа килӗшӳллӗн «Татагролизинг» лизинг компанийӗ урлӑ «КУН-погрузчик»па пӗрле  «МТЗ-82» трактор туянма май килнӗ. Елабуга хулине çити кайса, трактора та хӑй илсе килет. Ку, паллах, хăй ӗçне çӗнӗрен пуçласа яракан фермера патшалӑхран лайăх пулăшу пулать. Икӗ ҫул хушшинче вӑл ҫак тракторшăн парӑмӗсене те тӳлесе пӗтерет.

– Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ ҫӑмӑл ӗҫ мар. Тивӗçлӗ техника пулмасан, выльӑхсене апатпа тивӗҫтерсе тăрасси те фермерсене йывăра ӳкет. Выльăх апатне ху туса илмесен, туянмалла кăна пулсан, тырӑ та, утӑ та питӗ хака ӳкет, выльӑх-чӗрлӗх усранинчен усси пулмасть, – тет Александр.

Çӗрсене ӗçе кӗртессишӗн БДН-дискатор та  илет фермер. Уй-хирте тырă çапнă хыççăн улăма, курăка пухса, тюксене  çыхакан пресс-подборщик та туянать. Выльӑхсем валли тырă  авăртса,  ҫӑнӑх тăвакан «ДВР-11» маркăллă арманӗ те пур.

Паянхи кун фермерăн 214 гектар ҫӗрӗ пур. Унта фермер урпа, сӗлӗ пек культурăсем тата люцерна акаççӗ.

– Пӗтӗм техникӑна ҫураки  валли ӑнӑҫлӑ ирттерсе тухассишӗн хӗллех хатӗрлесе хунăччӗ ӗнтӗ. Кунсем кăштах ӑшӑтсанах тата хирсем типме пуçласанах  хире тухрӑмӑр, – тет Александр.

Фермерăн паянхи кун уй-хирте ӗҫлессишӗн «ДТ-75», икӗ «МТЗ-82» трактор, «СЗП-3,6», «СЗТ-3,6»  сеялкӑсем, «СК-5-Нива» комбайн пур.  Çулла хушма вăй пулнă май,  çӗрсене ӗçе кӗртессишӗн тата акассишӗн  икӗ тракторист-механизатор ӗçлет иккен хуçалăхра.

Хуçалăхӗнчи сӑвакан ӗнесен шутне те ӳстерсе пыраççӗ. Выльăхсем çумӗнче Александрăн мăшăрӗ Нина Николаевна: ӗнесене  сăвать, пӑрусене ӗçтерет, пӑхать.

Сӗте районти сӗт йышăнакан пункта хăйсем  илсе кайса параççӗ.

– «Агростартап» программăна кӗрсе, ҫирӗм тӑватӑ пуç сăвакан ӗне валли шутланнă ҫӗнӗ ферма туса лартасчӗ те, – тет вăл.

Ферма тăвассишӗн ял хӗрринче пушă тăракан 4 гектар лаптӑка илнӗ. Кирлӗ пулакан мӗнпур документсене те пуҫтарса панă.

 – Маншăн çак ӗç –  интереслӗ, кăмăлланă ӗҫ те, – тет фермер.

Паянхи кун Александр Афанасьевăн хуҫалӑхӗнче 39 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур, çавсенчен 16-шӗ – сӑвакан ӗнесем. Сыснасем те ӳстереҫҫӗ.

 – Сысна ашне ăçта хурам-ши тесе пуçне ватмасть – хăйӗн клиенчӗсем пур, – тет районти ял хуçалăх специалисчӗ Айваз Абязов. – Хусанти ярмăрккăсенче те сутать вăл ăна. Туянакансем вара Саша тете ӳстернӗ сысна ашне экологи енчен таса продукци, питӗ тутлă тесе хаклаççӗ.

– Пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса пурăннă, ӗçленӗ чухне ӗҫлекен çынна ӗҫ кансӗрлемест вăл, – тет тăрăшуллă фермер Александр Афанасьев.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев