Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗҫлекен ҫамрӑксене саламларӗç

Парнелемелли мероприяти Çамрӑксен кунӗ шайӗнче «Чупрэле» паркӗнче иртрӗ.

Районта ӗçлекен тата ял ҫамрӑкӗсен «Пуласлӑх пирӗнпе» пултарулӑх фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене палăртрӗç. Кӑҫал фестиваль 3-мӗш хут иртет. 

Парнелемелли мероприятире фестивалӗн зонăри турӗсем витӗр иртнӗ чи лайӑх командӑсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. Районта ӗҫлекен ҫамрӑксем общество ӗҫӗнче активлӑ пулнисӗр пуçне, вӗсен нумай енлӗ таланчӗсем пуррине те палӑртрӗ вӑл – ҫак фестиваль ҫакна кӑтартса пачӗ.

– Районта тӗрлӗ организацисемпе предприятисенче, отрасльсенче 3000 ытла ҫамрӑк специалист ӗҫлет. Кунта пирӗн ҫамрӑк ҫынсем, пуласлӑхне хăйсен кӗçӗн Тăван ҫӗршывне халалланӑскерсем, ҫуралса ӳснӗ. Вӗсен речӗсем малашне те ӳссе пырасса шанатпӑр. Эсир район пуласлӑхӗшӗн, унӑн аталанӑвӗшӗн яваплӑ çынсем, сире ăнăçусем сунатӑп, –  тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх тӗрлӗ номинаци енӗпе парнесем пачӗç. «Визитка» номинацире III степеньлӗ Дипломпа Матак ял тӑрӑхӗн «Çамрăксен» командине, II степеньлӗ Дипломпа – Аслă Аксу ял тăрăхӗн «Нон стоп» командине, I степеньлӗ Дипломпа Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн «Хастар ҫамрӑксем» командине чысларӗç.

Реклама

«Музыка направленийӗ» номинацире III степеньлӗ Диплома Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн «Дуслык» команди, II степеньлӗ Диплома – Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн «Çӗнӗ ӑру» команди, I степеньлӗ Диплома Хулаçырми ял тăрăхӗн «Кристалл» команди  илчӗ.

Пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче II вырăна Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн команди тата Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн «Радуга» команди йышӑнчӗҫ.  I вырӑна та, çаплах,  икӗ: Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн «Граци» команди тата Упи ял тӑрӑхӗн «Упи микс» команди тивӗçлӗ пулчӗç (ӳкерчӗкре).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев