Реклама
Хыпарсем
Кӗскен
Ӗçӗсене хисеплесе
«Единая Россия» партийӗн Ҫӗпрелӗн районӗнчи вырӑнти уйрӑмне (Ӗҫ тӑвакан секретарӗ Ильдар Ирфанович Каюмов) Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн Тутарстан регионӗнчи уйрӑмӗн конкурсӗн «МОБИЛИЗАЦИ – 2020» – финалист дипломӗпе чысларӗç.
***
«Наше время – Безнен заман» ӗҫлекен ҫамрӑксен творчество пултарулӑхӗн республикӑри телевиденийӗн уҫӑ фестивальне конкурс номерӗсене професси ăсталăхӗпе тата пахалӑхлă хатӗрленӗшӗн:
– Галия Габдулловна Ахмедова, районти Культура çурчӗн художество ертӳҫи;
– Ольга Владимировна Ефремова, районти Культура çурчӗн «Çӗпрел» чăваш халӑх фольклор ансамблӗн балетмейстерӗ;
– Лилия Мансуровна Замалетдинова – районти Культура çурчӗн «Тан» халӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ;
– Ландыш Фиркатовна Сабирзянова, ача-пӑча ӳнер шкулӗн учителӗ, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсемпе парнеленчӗç.
Январӗн 1-мӗшӗнчен пенси ӳсет
2021 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пенсионерсен страхлав пенсийӗсене 6,3% ӳстерӗҫ.
Пӗр пенси коэффициенчӗ 98,86 тенкӗ шутланать. Ватлӑхшӑн страхлав пенсийӗ тӳлемелли фиксациленӗ тӳлев виҫи те 6044,48 тенкӗ шутланать. Ватлăх енӗпе страхлав пенсийӗ çумне çирӗплетнӗ тӳлев сумми 6044,48 тенке тӳрӗ килӗ. Халиччен ку сумма 5686,25 тенкӗ шутланнӑ. Кун пирки Раҫҫей Пенси фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи клиент службин ертӳҫи Венера Садеева пӗлтерчӗ.
Ҫавӑн пекех, ял хуҫалӑхӗнче сахалтан та 30 календарлă ҫул ӗçленӗ тата ял ҫӗрӗнче пурӑнакан, ӗҫлемен пенсионерăн ватлăх тата инвалидлӑх енӗпе страхлав пенсийӗшӗн ҫирӗплетнӗ тӳлев сумми те пысӑкланать. Индексацие шута илсе, «ял ҫыннисене» хушма тӳлев 1511,12 тенке тӳрӗ килӗ. Ку таранччен ку укҫа 1421,56 тенкӗ шутланнӑ. Ӗçлемен пенсионерсен пенсийӗ вара 2016 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне палăртнă шайра, 2016 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн пенсие тухнă пулсан, çав вăхăтра палӑртнӑ виҫепе юлать. Вӗсем мӗнпур индексациленнӗ хыççăн ӳстернӗ пенсие те ӗçлеме чарăннă хыççăн илме пуçлӗç.
Икӗ проект ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗнче
2020 ҫулта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫланӑ май, Çӗпрел районӗ республикӑри грантсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен списокӗнче пулчӗ.
«Геройсен тӑван енӗ» («Героев родная сторона») медиа-проектăн авторӗ – Радиф Субаев. Ҫак проект укçипе районти краеведени музейӗн «Çар мухтавӗн залне» оборудованилеме палӑртнӑ. «Туслӑх кӑшӑлӗ» («Венок дружбы») фольклор фестивалӗ, тесе ят панă иккӗмӗш проектăн авторӗ – Мансур Айметов. Çак проект укçипе сцена валли костюмӗсем илӗç. Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн проектсене 300 пин тенкӗ таран укçа пама пăхăннӑ.
Коррупцие хирӗç ҫул-йӗр енӗпе конкурсра çӗнтерчӗ
Хусан Кремлӗн Представительлӗ корпусӗнче Коррупцие хирӗç çул-йӗр енӗпе творчествин конкурсӗнсенче ҫӗнтерекенсене парнелерӗҫ.
«Коррупцие ÇУК! тесе калӑпӑр» номинацире Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулӗнче вӗренекен Эльвина Измагилова (ертӳçи Рамзия Исхакова) Гран-при дипломӗпе тата хаклӑ парнесемпе парнеленчӗ.
Ӗҫ кӗнеки: электронли е хут кӗнеки?
Раҫҫей Пенси фончӗн Тутарстанри уйрӑмӗ кӑҫалхи декабрӗн 31-мӗшӗччен, ӗҫлекен граждансен ӗçпе тивӗçтерекене традициллӗ хут, е электронлӑ ӗҫ кӗнекине суйласа илес енӗпе заявлени ҫырмаллине аса илтерет.
Ӗҫ кӗнекине хăш вариантра илсе пырассине ӗҫлекен граждансем кӑна суйласа илме пултараççӗ. Ӗҫе пуҫӑнакансен 2021 ҫулхи январь уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн суйлав прависем пулмӗҫ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан информацие электронлӑ вариантра кӑна илсе пырӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев