Коронавируса хальлӗхе 16 Çӗпрел çынни «çӗнчӗ»
Хыпарсем

Коронавируса хальлӗхе 16 Çӗпрел çынни «çӗнчӗ»

ТР Министрсен кабинечӗ «Тутарстан Республикинче коронавирус инфекцине сарӑлма парас мар текен мерӑсем ҫинчен» ҫӗнӗ постановлени йышӑннӑ.

Унпа килӗшӳллӗн майӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ӗç вырӑнӗнчен справка кирлӗ пулмасть, çул çине тухма чикӗленине пăрахăçланă.

Анчах та суту-илӳ объекчӗсенче, обществăлла вырӑнӗсенче, транспортра сыхланмалли мерӑсем йышӑнмалла: медицина маскисене тата перчеткисене тăхăнасси обязательнăй йӗрке  пулса юлать.

Тутарстан правительстви режима кӑшт ҫемҫетнӗ. Автосалонсене, ЗАГС органӗсене (мӑшӑрлӑ пурнӑҫа патшалӑх регистрацийӗ тунӑ чухне 10ран ытла çын хутшӑнаймасть), апат-ҫимӗҫ пулман таварсемпе суту-илӳ тăвакан залсене (суту-илӳ лаптăкӗ 400 м2 ытла пулмасан) ӗҫлеме ирӗк параççӗ.

Аса илтеретпӗр: Ҫӗпрел районӗнче пандеми пуҫланнӑранпа 38 чирлӗ çынна регистрациленӗ. Вӗсенчен 16-шӗ сипленнӗ. 11 ҫын Хусан больницисенче, 11 ҫын килти условисенче сипленет. Çирӗп изоляцире 427 ҫын ларать.

 


Нет комментариев