Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗнче ҫыравҫӑсенчен пӗри пулса Лилия Яфизова ӗҫлет
Унпа пӗрле эпӗ те темиҫе ҫуртра пулса, ҫырав мӗнле пынине сӑнарӑм.
Лилияпа пӗрле Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Техническая урамӗнчи нумай хутлă хваттерсенчен пӗринче пурăнакан Юлияпа Николай Ярмушовсем патне кӗтӗмӗр. Николай Степанович çӳреймест. Çуралнӑранпах инвалид – коляскăра. Калас пулать, Лилиян кашнийӗнпе хӑвӑрт хушăра пӗр чӗлхе тупма пӗлни, кил хуҫисемпе уҫçӑн калаҫни ҫыхӑну кăткăслăхсене çийӗнчех пӗтерме май пачӗ. Юлия та, Николай та ыйтусем ҫине кăмăлласах хуравларӗҫ. Лилия вара вӗсен кашни хуравне планшет ҫине ҫырса пычӗ. Ҫак вырăнта çыравçă Лилиян Роспотребнадзорăн ковида асăрхаттарас енӗпе требованийӗсене пурнăçласа: маска тата перчеткесем тăхăнса, вакцина тутарнă, ыйту панă чухне паллă пӗр хушă хăварса калаçнине те калас пулать.
Çыравҫӑ килсе кайнисем пӗлеççӗ пулӗ, 23 ыйтăва çыннăн уйрăм даннăйӗсем кӗреççӗ: ят-хушамачӗ, çулӗ, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пуррипе-çукки, ачасен шучӗ, мӗнле наци, мӗнле чӗлхепе калаçни, кил-ҫурт условийӗсем. Ярмушовсем те кашни ыйтăва хăйсем пӗлнӗ пек хуравларӗç, Лилия вара çавсене регистрацие илсе пычӗ. Ӗҫ укҫи хакӗн калăпăшӗ, тупӑш çинчен ыйту çук. Çакна та аса илтерсе хăварам: çыравçăсем никамран та документ та, паспортăн даннӑйӗсене ыйтмаҫҫӗ.
Справка
Халӑх ҫыравӗ кӑҫалхи çулăн ноябрӗн 15-мӗшӗччен малалла пырать.
Шута илекенсене фирма шарфӗпе, жилетпа, сумкипе тата планшетпа палласа илме пулать, кашнийӗн удостоверенийӗ пур.
Ҫырав кампанийӗ ирттернӗ вӑхӑтра илнӗ даннӑйсемпе наци проекчӗсене тата патшалӑхӑн социаллӑ программисене туса хатӗрленӗ, ҫӗршывӑн демографи ӳсӗмӗн ҫулне палӑртнӑ чухне усӑ курӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев