Маргарита Карасёва, 4 класра вӗренекен
Манӑн асаттепе асанне, Валерий Григорьевичпа Нина Григорьевна Кузьминсем, Аслӑ Аксу ялӗнче пурӑнаççӗ.
Вӗсем халӗ тивӗçлӗ канура. Асаттепе асанне темиçе çул ӗнтӗ вӗлле хурчӗсем усраççӗ. Вӗсем – опытлӑ хурт-хӑмӑр ӑстисем. Эпир вӗсемпе уйрӑм пурӑнатпӑр пулсассӑн та эпӗ вӗсем патӗнче час-часах пулатӑп, унта мана питӗ интереслӗ.
Çуллахи каникул вăхăтӗнче те эпӗ унта кашни кунах. Вӗсене пахчара, пӳртре ӗçлеме пулӑшатӑп. Мана асаттепе асанне тутлӑ та сиплӗ пылпа чей ӗçтереççӗ. Вӗлле хурчӗсем çинчен интереслӗ япаласем каласа параççӗ, вӗсем çинчен каланине итлеме юрататӑп, медогонкӑпа пыл мӗнле юхтарнине пӑхса тӑратӑп. Асанне пыл хурчӗсем вӑйлӑ шӑршӑсене юратманни çинчен каласа ӑнлантарать. Асатте мана: «Вӗлле хурчӗ йӗри-тавра ҫаврӑнса вӗçме пуҫласан, хăраса ан ӳк: ан кӑшкӑр, ан чуп, аллусемпе ан çапкалан. Вӑл сан йӗри-тавра вӗҫсе çаврăнӗ те, унтан вӗҫсе кайӗ, кӗпӳ çине ларсан, ӑна силлесе антармалла», – тет. Анчах та, хӑш-пӗр чухне, асатте каланӑ сӑмахсене манса, хӑранипе, эпир чупатпӑр, пыл хурчӗсем вара хыçран хӑвалама пуҫлаçҫӗ. Çав вăхăтра вӗсем вӗçсе кӗреймен çӗре пытанма тӑрӑшатпӑр. Хуҫалӑхра вӗллесем пулсан, пире пыл хурчӗсем сăхмасăр юлма пултараймаççӗ, паллах. Эпӗ вӗлле хурчӗ сăхнă вырӑна сивӗ, тӑварлӑ шывпа йӗпетнӗ бинтпа ҫыхатӑп. Кун пек тусан шыçмасть.
Вӗлле хурчӗсем – питӗ усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑсем. Вӗсем пыл, прополис, перга, ӑвӑс (воск), ама сӗчӗ (маточное молочко), хурт наркӑмӑшӗ (пчелиный яд) параççӗ. Вӗсемпе медицинӑра анлӑ усӑ кураççӗ.
Эпӗ асаттепе асаннене питӗ-питӗ юрататӑп, ӳссен пыл хурчӗсене пӑхма пулӑшӑп, халӗ вӗсене çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп.
Нет комментариев