Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ» оперативлă профилактика мероприятийӗ пуҫланчӗ

Мероприяти июлӗн 11-мӗшӗнчен пуçланчӗ, августăн 10-мӗшӗччен пырать.

Тутарстанра, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗнче те, июлӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 10-мӗшӗччен пыракан «Хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ» оперативлӑ-профилактика мероприятийӗ пуҫланчӗ. Кун ҫинчен Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

Ҫак мероприятийӗн тӗллевӗ – ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшӑнакансен тӗлешпе хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе усӑ курас енӗпе административлӑ правӑна пӑсассине асӑрхаттарасси.

Раҫҫей Федерацийӗн Çул-йӗр правилисен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе оборудованиленӗ  транспорт хатӗрӗн водителӗ хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе хӑйӗн те ҫыхăнмалла тата пиçиххипе ҫыхăнман пассажирсене лартса ҫӳремелле мар.

Транспорт хӑрушсӑрлӑхӗн центрӗсем тӗпченӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе усӑ курни водителе тата малти ларкăч çинчи пассажира  çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилесрен тата суранланасран 50%, кайри ларкӑч ҫинчи пассажирсемшӗн 25% чакарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев