Хыпарсем

Христос Ҫуралнӑ кун –ҫулталӑкри чи илемлӗ те ҫутӑ кунсенчен пӗри

Ҫӗнӗ ҫула кӗрсенех, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, православи тӗнне ӗненекенсем Христос Ҫуралнине уявлаҫҫӗ.

 

Христос çуралнă кун – православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Ҫак кун эпир Вифлеемра пулса иртнӗ асамлӑ пулӑма - Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫуралнине - аса илсе уявлатпӑр. Ҫирӗм ытла ӗмӗр те иртнӗ унтанпа. Этемлӗх пурнӑҫӗнче нумай мӗн улшӑннӑ. Ҫӗнтерейми империсем манӑҫа тухнӑ, культурӑсем улшӑннӑ, этем наукӑпа техникӑра калама ҫук пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Ҫапах та Раштава халӑх ҫаплах тулли кӑмӑлпа уявлать.Ун умĕнхи каç чиркӳсенче çурçĕрчченех кĕлĕ пырать, килсенче уяв апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ирхине вара уяв пуçланать, мĕншĕн тесен Турра ĕненекенсем çав вăхăтра кашнин чунĕ çĕнĕрен çуралать, тасалать, хăйĕн вилĕмсĕрлĕхне тупать тесе шанаççĕ.


Нет комментариев