ГИБДД
Кӑҫалхи çулăн декабрӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗччен Тутарстан Республикинче, ҫав шутра пирӗн районта та, ачасен ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактика тума уйӑрнӑ «Хӗллехи каникул» текен анлӑ шайра мероприяти иртӗ.
2021 ҫулăн 11 уйӑхӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пирӗн районта ачасем хутшăннипе пӗр ҫул-йӗр-транспорт инкекне регистрациленӗ, унта пӗр ача сиен курнӑ.
– «Хӗллехи каникул» профилактика мероприятийӗн шайӗнче ачасем нумай пулакан вырӑнсенче ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансен асӑннӑ категорийӗпе лару-тӑру çивӗчленнине пула, ачасене илсе çӳремелли правилӑсене пӑсассине профилактикăлас енӗпе мероприятисем ирттерӗҫ, – тет çавна май районти ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов.
ГИБДД ӗçченӗсем тимлӗхӗнчен çул-йӗр правилисене пăхăнман пӗчӗккӗ çуран çурекенсем те айкинче юлмӗҫ. Ҫул-йӗр правилисене пӑснă фактсене полицейскисем ҫамрӑк инспекторсен отрячӗсемпе, педагогсен, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсемпе пӗрле асӑрхаттарӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн правӑна пӑсни ҫинчен калакан информацие ҫуран ҫынсем вӗренекен вырӑна вӗсемпе профилактика ӗҫне ирттерме ярӗҫ.
Ҫавӑн пекех полици ӗçченӗсем шкулсенче вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе профилактика калаҫăвӗ те ирттерӗҫ.
Районти автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене пурне те тимлӗ, асӑрхануллӑ пулма тата ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курма чӗнеҫҫӗ.
Нет комментариев