Хӗл ҫитрӗ. Чир чакӗ-ши?
Хыпарсем

Хӗл ҫитрӗ. Чир чакӗ-ши?

Районта 10200 ытла ҫын коронавирусран вакцина тутарттарнă

Вакцина тутарнисенчен 2600 яхӑнăшӗ 60 тата унран та аслӑрах çулсенчи ҫынсем. Анчах та ҫак цифра вакцина кампанийӗ ҫитӗннӗ ҫынсене пурӗ те ҫурри таран кӑна «çавăрса илни» ҫинчен калать. Урӑхла каласан, вӗсенчен тата çавăн чухлӗшне чир-чӗртен профилактика тумалла. Вӗсенчен нумайӑшӗ, тăнăçлăха пӑсас мар тесе, ниҫта та ҫӳремеҫҫӗ, килте кăна лараҫҫӗ. Ҫапла вара, вакцина тумасӑр кăна, ҫак чиртен хӑтӑлатӑп, тесе шухӑшлаççӗ.

«Аслă çулсенчи çынсенчен хăш-пӗрисем мӗншӗн вакцина тутармаҫҫӗ?»

 

Ку ыйтӑва районти тӗп больницăн тӗп врачне Илмас Шигабутдинова патӑмӑр. Унăн чи малтанхи  хуравӗ те:

– Хӑраҫҫӗ, – тени пулчӗ. – Аслă çулсенче, эсир хăвăрах пӗлетӗр, нимле чир-чӗр пулман ҫын питӗ сайра. Ҫавӑнпа, вӗсем чирсем çивӗчленсе кайӗç те, вилӗп, тесе хӑраҫҫӗ.

Çаплах та ҫакӑн пек хӑрани вырӑнсӑр пулнине те каларӗ тӗп врач. Унӑн сӑмахӗсене сирӗн пата илсе çитериччен, айтӑр-ха, районта çак чирпе çыхăннă статистикăна пӑхса тухар.

Ковид текен чир пирӗн пурнӑҫа килсе кӗнӗренпе районта ковид вирусӗпе чирленӗ 200 тӗслӗхе регистрациленӗ. Кусем шӑпах организмра ковид вирусне тупнӑ тӗслӗхсем. Палăрмасăр юлнă, вирус лектернине пула, пневмонипе чирлекенсен, унран вилекенсен шутне кăтартмăпăр хальлӗхе. Çак 200 тӗслӗхрен 110шӗ 60 тата унран та аслăрах ҫулсенчи ҫынсене тӳрӗ килни çинчен калани те çитет. Вилнисемпе йывăр чирлисем камсем пулнине çавăнтан ӑнланма пулать.  Районти тӗп больницăн тӗп врачӗ, сывлӑх сыхлав сферинче нумай ҫул ӗҫленӗ, опычӗ пулнă Ильмас Шигабутдинов вакцина пурӗпӗр ҫынна вилӗмрен сыхласа хăварни, ăна тутарнисем вара чире ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерни çинчен калать. Çакӑн пек ыйту килсе тухать: – Мӗнрен хӑрамалла-ха?   «Вакцина тутарнă та вилнӗ», тенине илтни пулман, вилнисем çинчен вара «Вакцина тутарман пулнă çав», – тенине пӗрмаях илтме тӳрӗ килет. Ҫак статьяна хатӗрленӗ чухне эпир 70 ҫула çитсе пыракан хӗрарӑмсемпе те, арҫынсемпе те калаҫрӑмӑр. Шамиля Галимова, сӑмахран, вакцинăна ҫуллахи уйӑхсенче тутарни çинчен пӗлтерчӗ.

– Ҫынсемпе хутшӑнмасӑр, эпӗ килте хупăнса  ларассине куç умне те кӳрсе тăратаймастăп, – тет вӑл. – Анчах вакцинăна эпӗ обществăлла вырăнсене пулассишӗн куар-код пултăр тесе мар, хам сывлӑхшӑн тӑрӑшас тесе тутартрӑм. Эпир вакцина тутарнӑ чухне куар-код ҫинчен сӑмах та пулман-ха. Манăн организм ҫак процедурӑна ҫав тери йывӑр тӳссе ирттерчӗ тесе калама пултараймастӑп. Температура пулса илчӗ кăштах, анчах та вӑл çавăнтах пӗтрӗ. Вӑхӑт килсе çитсен иккӗмӗш компонентне те тутартӑм, вăл та, çаплах, çăмăл иртрӗ. Халӑх хушшинче пулнă чухне вара маска тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑшатӑп. Кӗркунне иртсе кайрӗ, эпӗ каплах чирлемерӗм. Элле темле штаммсем те килеҫҫӗ, теҫҫӗ, манӑн вӗсем, çаплах, питех систермесӗр иртсе кайччăр, тесе калас килет. Пурӑнас килет вӗт, – терӗ Шамиля аппа.

Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Джаудат Мударисов та хӑй тата унӑн мӑшӑрӗ те коронавирусран прививка тутарни ҫинчен калаçрӗ.

– Пире халиччен чир ҫыпҫӑнчӗ-ши, çук-ши, пӗлместӗп. Пурте чирленӗ вăхăтра, çакă айккинчен иртсе кайман пулӗ, – тет вӑл. – Эпир пенсионерсем пулсан та, килте кăна лармастпӑр, ҫынсем те килеҫҫӗ. Ачасем: «Тутарăр», –терӗҫ. Ӳкӗнместпӗр. Чирлемелле ан пултăрччӗ! – тет Джаудат Мударисов та.

Илмас Шигабутдинов вара:

– Аслă çулсенчисем тӗлӗшпе вакцина темин енӗпе уйрӑмах пӗр тимлӗх, – тет вӑл. – Терапевт малтанах вӗсен сывлӑхне тӗрӗслет. Вакцина вӗсене сиен кӳме, пӗр-пӗр чире çивӗчлентерсе, йывӑрлатма пултарать пулсан, врач хӑй те ирӗк памасть, – тет.

 Никама та ҫухатас килмест. Ҫав чирпе пӗр-пӗр ҫын асапланса  вилни ҫинчен  илтсен  хӑвна питех те  пăшăрхантарнине туятӑн. Шамиля ханум каланӑ тӑрӑх,  пурăнасчӗ, аслă  çулсенчисене  те ытларах пурӑнтарас  килет.

 


Нет комментариев