Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хăрушсăрлăх Пушар – хăрушă!

Пӳрт, хуралтăсем, мунча – пушар сӳнтерекенсен оперативлӑ ӗҫне пула сыхланса юлнӑ.

Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчи хуҫалӑхсенчен пӗринче, июлӗн 12-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртсен пушар тухрӗ. Ҫавна пула ҫурт тӑрри чылай сиен кӳнӗ. Пӳрт, хуралтăсем, мунча – пушар сӳнтерекенсен оперативлӑ ӗҫне пула сыхланса юлнӑ.

Районти 114-мӗш номерлӗ пушар чаçӗн ертӳçин çумӗ, шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ Ильвир Салахов каланӑ тӑрӑх, пушар тухнин сăлтавӗ –  электричество пралукӗсене монтажланă чухне правилăсене пӑхӑнманни.

«Шел пулин те, нумай ҫуртсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмаҫҫӗ. Сӑмахран, нумай ҫулсем хушшинче пӗрре те улӑштарман электричество пралукӗ, мунча кӑмакисен мӑрйисем, мăрьесем юсавсăр пулни... Шутласан, правилӑсене пӑхӑнман тӗслӗхсем питӗ нумай. Кивӗ пралуксене шторӑсемпе хупланнă, включателсемпе розеткӑсене те, çаплах, чылай ҫуртра тӗрӗс мар вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне, Тутарстанра шӑрӑх ҫанталӑка пула пушар тухассин хӑрушлӑхӗ хытах ӳсрӗ. Хамӑршӑн, юнашар пӗччен пурăнакан ватăсемшӗн, нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн уйрӑмах тӑрӑшасчӗ», – тесе палӑртрӗ Ильвир Салахов.

Пушар вӑхӑтӗнче 2011 ҫулхи ачана çăлса хăварнă.  Ачана пушар чаçӗн уйрӑмӗн командирӗ Ильнур Яфизов хăтарать.

Сире хаҫатӑн тепӗр номерӗнче Ильнур Яфизовпа паллаштарӑпӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев