Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Каяшсемшӗн ҫӗнӗ контейнерсем

Шӑпах ҫакӑн пек евроконтейнерсем тесе калакан оборудованисене Кивӗ тата Çӗнӗ Çӗпрел ялӗсене хума пуçларӗç. Пурӗ 150 контейнер пулнӑ.

Ҫӗнӗ контейнерсем хупӑллă тата пăхма та илемлӗн курӑнаҫҫӗ. Хуппине уҫмалли механизм та ансат кăна, тӗпӗнче, килти ҫӳп-ҫапа пуҫтаракан ятарлӑ витрери пек, пусмалли пур. Ҫакăн лайăх енӗ – ҫӳп-ҫапа та, вӗсенчен тухакан ырӑ мар шӑршӑ та пӗтӗм территорие сарӑлмӗ.

«Фламинго» организацийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен район центрӗнче тата ялсенче мӗнпурӗ 460 контейнер  пулнӑ. Çӳп-ҫап пуҫтармалли маршрута кунсерен  тӑватӑ автомашина тухнă. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӗпрел районӗнчи ҫӳп-ҫапа «Эко-пром» обществи пуҫтарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев