Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Юрать-ха хӗрӗмсем пур»

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Магира Валеевана 90 ҫулти юбилей ячӗпе саламларӗç.


Магира Зайнулловна Валеева 1932 ҫулхи августӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫемьере вӗсем пилӗк ача пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче выҫӑпа вилеççӗ. Ачалӑхне аса илсе: «Эпир вӗлтӗрен ҫирӗмӗр,  хирте тӑкӑнса юлнӑ тулӑ, пахчасенче ҫӗрӗк ҫӗрулми пуҫтараттӑмӑр, ҫапла пурӑнтăмӑр», – тет Магира аппа. Кӑмака хутма торф кăларма кайни те ун чӗрине çивӗч кӗрсе юлнă. Çак нушаран хăтăлас тесе те пуль, çичӗ класс пӗтерсен, хӗр Мускав облаҫне тухса каять. Унта Узловая шахтӑра ӗҫлеме пуҫлать. Тăван ялӗ туртнă, ахăр, 10 ҫултан тӑван ялне каялла таврӑнать. Нимӗнле йывăрлăх умӗнче пуç усман хӗр професси училищине вӗренме кӗрет, «ҫӳҫ касакан ăстаçă» удостоверенине илет, ҫав специальноҫпа ӗҫлеме пуҫлать. Часах вӑл виҫӗ хӗрӗн ашшӗ пулас çынна – Абдулхалима тӗл пулать. Туй туса, çемье çавăраççӗ, каласа иртнӗччӗ ӗнтӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ хӗр ҫуралаҫҫӗ. Çулсем иртнӗ çемӗн Валеевсем иккӗшӗ пӗрле – ҫул-йӗр службин организацинче ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Ку вӑхӑт тӗлне пурнӑҫ ҫӑмӑллансах пырать. Апла пулсан та, ҫемьен ачасене пăхса ӳстермелле, вӗсене вӗрентмелле, аслӑ пӗлӳ илессине тивӗҫтермелле пулнӑ.

Ӗҫчен те яваплӑ ҫын пулнă май, çул-йӗр службинче Магира Валеева хăйне шанса панă ӗҫсене пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Унӑн аслӑ хӗрӗсем: паян та, ашшӗ-амӑшне пулӑшас тесе, тракторсем валли шыв йăтни çинчен калаçаççӗ. Валеевсен чыслă ӗçне паян та хăйсем  ӗҫленӗ организацин ертӳçисем манмаççӗ.  Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 70 ҫул çитнине халалласа,  «Татавтодор» хӑйӗн ӗҫ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем çинчен журнал кӑларнӑ. Унта Магира Зайнулловна ҫинчен статья пур. Ҫакӑ-тăр ӗнтӗ вăл санӑн ӗҫне хисеп туни!

Хисеп тенӗрен, ачисем те Магира ханума питӗ хисеплеҫҫӗ. Вӗсем ӑна нихҫан та пӗччен кăна хăвармаççӗ. Ватлӑхне те тыл ӗҫченӗ хӗрӗ, кӗрӳшӗ патӗнче ирттерет.

«Манӑн ачалӑхпа ҫамрӑклӑх ҫулӗсем ҫав тери йывӑр иртнине пӗлтерекен паллӑ пулӗ – сывлӑхӑм питӗ хавшарӗ çав. Юрать-ха ачамсем пур», – тет Магира аппа, паянхи пурнăçа тав туса.

Юбиляра район Совечӗн Аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов саламларӗҫ. Ҫавӑн пекех,  хăйӗн ӗҫ ветеранне саламлама Ҫӗпрел районӗнчи «Татавтодор»  филиалӗн представителӗсем те килнӗччӗ.

Хӑнасем РФ Президенчӗ саламлă çырăвне, район пуҫлӑхӗн ячӗпе чечексем пачӗҫ. Ырлăх-сывлӑх, ҫывӑх çыннисен  тата тӑванӗсен тимлӗхне сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев