Иршат Усманович Алиев хӑйӗн 70 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ
Иршат Алиев та пӗчӗкренех ашшӗ çумӗнче, тимӗр-тăмăр патӗнче «аппаланса» ӳсет.
Иршат Усмановичăн ашшӗ те нумай ҫул «Ирек» колхозра комбайнер, каярахпа трактористсен бригадин ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 1973 ҫулта «Ирек» колхозра Усман пиччене ҫирӗплетнӗ участоксенче тырӑсенчен (29 ц/га) пысӑк тухӑҫ пухса илнӗ. Шӑпах çав çулта тунă пысăк кӑтартусемшӗн Усман Алиев Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫнӗ.
Ҫавӑнпа ялти шкулта 8 класс пӗтерсен Ульяновск хулинчи механизаторсем хатӗрлекен училищӗне вӗренме каять. Ҫак вӗренӳ çуртне ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе, вăл анлă профильлӗ механизатор, шофер, тракторист-комбайнер пулнă май тӑван ялне таврӑнать. Ҫамрӑк качча «СК-4» комбайн шанса параççӗ. Ҫав комбайнпа вӑл салтака кайиччен икӗ ҫул хушши тыр çи ӗçӗсенче хутшӑнать. Ҫарта вара унӑн Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче моряк пулса служить тума тивет. Служба срокӗ вӗҫленсен, каялла таврӑнма та нумай юлман вăхăтсенчен пӗринче вăл служить тăвакан чаçри салтаксене Казахстана, тыр çи тапхӑрӗнче пулӑшма яраççӗ. Вӗсен хушшинче Иршат Алиев та пулать.
– Пире Казахстана тавар поезчӗ ҫине лартса илсе кайрӗç, ҫул ҫинче эпир пӗр уйӑха яхӑн кайрӑмӑр, каялла таврӑннă чух та ҫаплах. Унта пӗрле служить тăвакан салтаксемпе пӗрле тыр çи вӑхӑтӗнче машинӑсемпе тырӑ турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлерӗмӗр. Тӑван яла декабрьте ҫеҫ, Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн таврӑнма май килчӗ, – тет ветеран, ҫав ҫулсене аса илсе.
Ҫартан таврӑнсан ҫамрӑк салтака нумай канма памаҫҫӗ, колхоз председателӗ вара ӑна шофер пулма, ӗҫе чӗнет.
1975 ҫулта Иршат Алиев ялти чипер хӗре, Гульшата, качча илет. Вăл вăхăтра унăн пулас мăшăрӗ Ульяновск хулинче ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та çамрăк çемье унта пурӑнма пуҫлать. Анчах та чӗннипе вӗсем яла таврăнаççӗ, çакăнта тӗпленсе юлаççӗ.
Хӗлле вӑл тракторпа ӗçлесен, ҫуркунне тӗрлӗ маркăллă тракторсемпе ака ӗçӗнче хутшӑнать, ҫӗр те сухалать, ҫулла, комбайн ҫине ларса, тыр-пул пухса кӗртес ӗҫре хутшӑнать, унтан чӗкӗнтӗр тасатакан трактор ҫине куҫать, чӗкӗнтӗр кăларнă çӗрте ӗҫлет, мӗнле ӗç хушсан та пур ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама тӑрӑшать.
2005 ҫулта вырма вӑхӑтӗнче, шӑрӑхра ӗçленӗрен Иршат Алиева инфаркт пулать, ӑна иккӗмӗш ушкӑнри инвалидлăх параççӗ. Тепӗр ҫул, ӑста, малта пыракан комбайнер вӗрентӳҫӗ пулнӑ май, ӑна ҫамрӑксене вӗрентсе тăма тыр çи тапхăрне чӗнеҫҫӗ.
– Яла таврӑннӑшӑн, тӗпленнӗшӗн эпир ӳкӗнместпӗр. Питӗ лайăх пурӑнтăмăр тата пурӑнатпӑр. Тав Турра, пирӗн ачасем те питӗ ӑслӑ пулчӗç, нихҫан та сăн-питӗмӗре хӗретмерӗç, час-часах яла килеççӗ, яланах пулӑшса тăраççӗ, – теҫҫӗ паянхи куншӑн савӑнса Гульшатпа Иршат Алиевсем.
Иршат Усмановичăн тăрăшуллă ӗçне республика, район, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви панӑ нумай Хисеп грамотисемпе палӑртнӑ. Малта пыракан комбайнера Хусанта иртекен малта пыракансен слечӗсене пӗрре мар йыхравланă. Ӑна ҫулсерен районти Сабантуй уявӗсенче те, малта пыракансен слечӗсенче те чыслаççӗ, парнесем парса тăраҫҫӗ. Унӑн кӑкӑрне ВЛКСМ комитетӗнчен «Ылтӑн пучах» палли, «Хусана 100 ҫул», «СССР халӑх хуҫалӑхне аталантарас енӗпе ҫитӗнӳ тунӑшӑн» медальсем илем кӳреççӗ.
Тивӗҫлӗ канура пулсан та Иршат пичче ӗҫсӗр тӑма юратмасть, уй-хирте ӗҫлекен тӑванӗсене техникӑна юсама та, тата тӗрлӗ канашӗсемпе те пулăшать.
Мӑшӑрӗпе, Гульшат аппапа, икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫирӗп пӗлӳ параҫҫӗ тата пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ. Гульшат аппа нумай ҫул колхозра, унтан лавккара ӗҫлет. Иршатпа Гульшат Алиевсем пӗрле пурӑнма пуҫланӑранпа та кăçал 47 ҫул пулать иккен. Хӗрӗ Гулюса хальхи вӑхӑтра Самара хулинче пурӑнать, врач, иккӗмӗш хӗрӗ Гулия вара Ульяновск хулинче медицина сестри пулса ӗçлет, ывӑлӗ Ильдар Хусан хулинче пурăнать. Ачисем пурте ҫемьеллӗ пулнӑ, ашшӗ-амӑшне мӑнуксем парнеленӗ ӗнтӗ. Паянхи кун Иршат па Гульшат Алиевсен 5 мӑнукӗ пур. Канмалли тата уяв кунӗсенче вӗсен килӗнче ача-пӑча сасси янӑраса тӑрать.
Иршат Усманович Алиева саламлама районти ветерансен советӗнчен Рустам Хамидуллин, унӑн тетӗшӗ Адгам тата шăллӗ Фанис килнӗччӗ. Хӑнасем юбиляра ветерансен советӗнчен Тав ҫырӑвӗпе парнесем пачӗҫ, ҫемье телейӗ, ачасенчен тимлӗх, ҫирӗп сывлӑх тата вăрăм ӗмӗр сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев