Ҫирĕп алăра культура вучахĕ сӳнмест
Культура ĕçченĕсем çитĕнекен ăрăва воспитани парас, районта е ялта, пурăнакансен пултарулăх вăй-халне çирĕплетес енĕпе тăвакан ĕçĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
Кун пирки Ҫĕпрел районĕнчи Упи ялĕн Культура çурчĕн заведующийĕ Мария Александровна Краснова та çирĕплетсе парать. Вăл халăх культурине аталантарассишĕн, ăна чĕртсе тăратассишĕн ырми-канми тăрăшать.
Мария Краснова Ҫĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнче 1986 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче, пилĕк ачаллǎ çемьере çуралнă. Мария – çемьери тăваттăмĕш ача. Ҫĕнĕ Упи ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн,10-11 классенче Упири вăтам шкулта пĕлӳ пухать. Хальхи вăхăтра çак шкул П.В.Дементьев ячĕпе хисепленсе тăрать.
Краснова ялти шкула ăнăçлǎ вĕçленĕ хыççăн, Теччĕри ял хуçалăх техникумĕн алăкне уçать. Вăл унта вӗренсе, бухгалтер профессине ĕнентерекен хут илет. Малалла хĕр пĕрчи Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академине пĕр шухăшламасăрах çул тытать. Экономикăпа управлени факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, вĕренӳпе пĕрле лавккара сутăç ĕçне те илсе пырать. 2010 çулта аслă пĕлӳ дипломне алла илет. Ҫулталăкран Упи ялĕнчи Культура çурчĕн пултарулăх ертӳçинче ĕçлеме пуçлать. 2014 çултанпа Культура заведующин «тилхепине» тытать.
Мария Александровна хăйĕн чăн-чăн пултарулăхне культура ĕçĕнче сăнать, ял халăхне талантлă ертӳçӗ пек кăтартма пултараять. «Ӗçлеме кĕрсенех, паллах, йывăрччĕ. Ача та ултă уйăхра кăна пулнă вĕт! Кивĕ те тĕксĕм здани…Юхăннă çуртра капиталлă юсав 2016-17 çулта кăна ирттерчӗç. Анчах та йывăр пулсан та нăйкăшман, ĕçлеме тăрăшнă. Манпа юнашар лайăх наставниксем пулчĕç, вĕсем мана тăван культура пуянлăхне ăша хывма пулăшрĕç», – тесе аса илет клуб ĕçченĕ. Уйрăмах вăл Алена Сердцевана, Людмила Сердцевана ырăпа асăнса иртрĕ. Ҫавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Ярухина, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Алексей Ярухина пысăк тав сăмахĕпе асăнчĕ. «Паянхи кун та мана ĕçре пулăшакансем, сĕнӳ паракансем пур. Акă, çаксенчен пĕри – ташă кружокне çӳрекен – Галина Ярзуткина. Ялта мероприяти йĕркелемелле пулсан, чи малтанах унпа канашлатăп. Ҫавăн пекех эпир шкул коллективĕпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр», – тет сăмах çăмхине сӳтнĕ май пултаруллă ĕçтешĕм.
Хальхи вăхăтра Упи клубĕнче вунă кружок ĕçлесе тăрать. Кашни кружок хăйĕн функцине тăвать, уйрăмах кунта ташǎ кружокĕ вăйлă аталаннă. Тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем çӳреççĕ Культура çуртне: ватти-вĕтти те, яш-кĕрĕмпе хĕр упраç та. Ăшпиллĕ çын патне кирек кам та туртăнать…
Уписен ташшисĕр районта пĕр мероприяти те иртмест. Тĕрлĕ халăх ташшипе савăнтараççĕ вĕсем куракансене.
Хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултарулăх ушкăнĕ отчет концерчӗсенче 2015 çултанпа çĕнтерӳçĕ пулса чапа тухать. «Халăх вĕрсен – çил тухать»,– тесе ахальтен каламаççĕ çав. Упи халăхĕ пурне те пултарать: уявра савăнма та, пĕрле кар тăрса ĕçлеме те…Нумай ăнăçу, паллах, ертӳçĕрен килет.
Мария Александровна ертсе пынипе, Упире ĕçлекен пултаруллă çамрăксем Хусанта иртекен «Пирĕн вăхăт» - « Безнең заман» фестивальте те хутшăнса район чапне çӳле çĕклеççӗ.
Культурăна аталантарас ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн Краснова нумай хутчен Хисеп тата Мухтав хутне илме тивĕçет.
Мария Александровна телейне ĕçре çеç мар, çемьере те туптанă. Мăшăрĕпе – Сергей Васильевичпа пĕрле вĕсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Мăшăрӗ ялтан сĕт пухнǎ çĕрте тăрăшать. Хуçалăхра кашни çул выльăх-чĕрлĕх шутне те ӳстерсех пырать. 10(!) пуç мăйракаллă шултра выльăх тытать. «Манăн мăшǎрăм – чăн-чăн пурнăç çынни. Ěçри çитĕнӳсемшĕн, паллах, савнă мăшăрăм умĕнче пуçа таятăп. Кашни арçын ăнланасшăнсах мар клуб ĕçне», – тет йăл кулса пултаруллǎ ертӳçĕ.
Калаçăва вĕçленĕ май, Мария Краснова ăнăçлǎ ĕçĕн вăрттăнлăхне те уçса пачĕ: «Ěçе питĕ юрататăп, ĕçлеме килĕштерменнине чăтма пултараймастăп. Тен, манăн çитменлĕх те çакă. Сывлăх, канмалли кун пирки те шутламастăп…», – тет чипер те маттур ĕçтешĕм.
М.А.Краснова çав тери правур хĕрарăм. «Вутра та çунмасть, шывра та путмасть», – теççĕ ун пеккисене. Апла пулсассăн Упири чуна ăшăтакан культура вучахĕ те нихăçан та сӳнмессе шанатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев