Икӗ ял тăрăхне ҫӗнӗ машина
Районти икӗ ял: Звезда тата Шланка ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем Марина Денисова тата Ильдар Якупов çӗнӗ машинӑсен уҫҫисене илчӗç.
Тутарстан Республикин президенчӗ Рустам Минниханов муниципалитет пӗрлӗхӗсен хушшинчи республикăри смотр-конкурсăн ҫӗнтерӳҫисене ҫӗнӗ автомобильсен уҫҫисене пачӗ. Парнелемелли мероприяти Пӗтӗм тӗнчери «Хусан Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗн лаптăкӗнче иртрӗ, ӑна Тутарстан Республикин кунне халалланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, Тутарстан Республикинчи муниципалитет пӗрлӗхӗсен хушшинче республикӑри смотр-конкурс 2010 ҫултанпа иртет. Кӑҫал конкурсра мӗнпур муниципаллă районсемпе 2 хула округӗ хутшӑнчӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ муниципалитет пӗрлӗхӗсене Тутарстан Республикин Президенчӗ ятӗнчен «Лада Гранта» маркӑллӑ ҫӑмӑл автомобильсене, хула округӗсен муниципаллă учрежденийӗсене – «Форд Транзит» маркӑллӑ автобуссемпе Тутарстан Республикинчи муниципалитет пӗрлӗхӗсен Совечӗн дипломӗсене параççӗ.
Справка
Тутарстан Республикинче автомобильсен уҫҫисене ҫулталӑкра икӗ хут – Тутарстан Республикин кунӗ тӗлне тата «Тутарстан Республикинчи муниципалитет пӗрлӗхӗсен Совечӗ» ассоциацин черетлӗ съездӗнче параҫҫӗ. 2010 ҫултан пуҫласа мӗнпурӗ 2 712 машинăна муниципалитет харпӑрлӑхне панă, ҫав шутра 90 автобус.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев