«Фронт агитбригади»  ветерансен ҫурчӗ умӗнче
Хыпарсем

«Фронт агитбригади»  ветерансен ҫурчӗ умӗнче

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнӗ май тӗрлӗ мероприятисем пулчӗç

 

Ӗç тăвакан комитет ертӳçин çумӗ Айрат Залялов ертсе пынипе «Фронт агитбригади» ятарлӑ машинӑсемпе  район центрӗнченех тухса, 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче çӗршывăмăр кӗтнӗ телейлӗ кунсен саманчӗсене çутатса парас тесе, Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан ветеран Анвар Фахрутдинов çурчӗ умне килсе чарăнчӗ.

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне Анвар Фахрутдинова ăшă сăмахсемпе саламларӗҫ, культура ӗҫченӗсем вăрçă ҫулӗсенчи юрăсене пурнăçларӗç, вӗренекенсем чечек çыххисем парнелерӗç. «Çӗнтерӳ» вальсӗ çаврăнчӗç, мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, тӗрлӗ  хӑнасем те хутшӑнчӗҫ.

Вăрçă ветеранӗ хӑй те çак самантсене курас, ҫар тумне тӑхӑннӑ ҫынсене саламлас тесе, хапха умнех тухма кăмăлӗ пулнине пӗлтерчӗ. Анвар Фахрутдинов тав сӑмахӗсене пӗлтерсе, çынсен нихăçан та вӑрҫӑ инкекне курмалла ан пултăрччӗ, терӗ.

Анвар Фахрутдинов ҫамрӑклах колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Вăрçа 1942 ҫулта кайнă. Анчах, çапăçу хирӗнче пулма тӳрӗ килмен. Ҫамрӑк каччăсене эшелонсем ҫине тиесе, Владивостока ӑсатаççӗ.

Ветеран ҫав ҫулсене аса илсе: «Эпир Владивостока 1 уйӑх та 5 кун кайрăмӑр. Çимелли те çук, ҫӑвӑнман, ҫарамас», тет. Вӑл 1947 ҫулта кăна тӑван ялне таврăнать. «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе парнеленет. Унӑн ытти парнисем те, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗ ятпа юбилей медалӗсем те питӗ нумай.

Упи ялӗнче пурăнакан вӑрҫӑ ветеранӗ Валентина Калачева, шел пулин те, çак самантсене курма пултараймасть. Унăн юлашки çулсенче куçӗсем курми пулнă, чирлӗ, вырăнпа выртать. Паттӑрлăхӗсем умӗнче пуҫ тайса, тав сăмахӗсене унӑн ҫывӑх ҫыннисене пӗлтерчӗç.

Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш хут «Фронт агитбригади» ветерансем патне иртнӗ çул кайнăччӗ. Пандеми условийӗсенче Аслă Çӗнтерӳ кунӗнче те иртнӗ ҫул онлайн-форматра кăна иртрӗ.


Нет комментариев