«Эпир туслӑхпа пӗрлӗхлӗ!» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ иртрӗ
Фестивале Тутарстанра Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланӑччӗ.
1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулăн базинче ирттернӗ «Эпир туслӑхпа пӗрлӗхлӗ!» фестиваль районти шкулсенче Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланӑ мероприятисене пӗтӗмлетрӗ.
Çак фестивалӗн тӗллевӗ – наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси, вӗренекенсене патриотизм туйăмӗпе, наци культурине хисеплеме вӗрентесси, ачасемпе ҫамрӑксенче ӑс-тăнпа эстетика культурине аталантарасси.
Фестивале районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-8 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Вӗсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залалов саламларӗ. Район пуҫлӑхӗн Марат Гафаров ятӗнчен тата хӑйӗнчен Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗпе, çывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗ, фестивале хутшӑннӑшӑн тав турӗ, сывлӑх тата ăнăçусем сунчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, фестивале хутшӑнакансем кашни номере ҫӳллӗ шайра хатӗрленнӗччӗ, юрра-ташша ăстасем пурте хӑйсен номерӗсене тивӗҫлӗ наци костюмӗсем тӑхӑннӑччӗ. Хореографи енӗпе номерсем, халӑх ташшисем, халӑх вокалӗ, тӗрлӗ юмахри сценкӑсем, вӗсен хушшинче паянхи куна çутатаканнисем те пурччӗ.
Мероприятире кашни хутшӑнакана тата коллектива тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.
Фестиваль вӗҫленсен районти вӗренӳ пайӗн методисчӗ Алсу Тумакова фестивале хутшӑнакансене тата вӗсен ертӳҫисене тав турӗ, малашне те çитӗнӳсем сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев