Ентеш ячӗпе самолет-палăк
Хыпарсем

Ентеш ячӗпе самолет-палăк

Алешкин-Саплăк ялӗнче СССР авиаци промышленноҫӗн министрӗ  Петр Дементьев генерал-полковник ячӗпе самолет-палӑк лартнӑ. Самолета Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулхи уявӗ  тӗлне вырнаçтарнă.

Петр Дементьев Ҫӗпрел районӗнче ҫуралнӑ. Унӑн Кӗҫӗн тӑван ҫӗршывне çак таранччен Упи ялӗ тесе шутланă. Анчах историре Петр Дементьев Алешкин-Саплăк ялӗнче ҫурални ҫинчен хыпарсем тупӑннӑ. Кун пирки çак ялта пурăнакан  Валентин Макаров историк та çирӗплетсе калать.  Алешкин-Саплăк ялӗнче ӑна чысласа шкул ятне панӑ, ҫавӑн пекех унăн юбилейӗ кунӗ ячӗпе пысӑк мероприяти ирттернӗ. Кунтах – музей ҫурчӗ туса хунӑ, унта халӗ  генерал-полковникăн япалисем тата докуменчӗсем пухӑннӑ.

Петр Дементьев хӑйӗн Кӗçӗн тӑван ҫӗршывне питӗ юратнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл кунта час-часах вӗҫсе килнӗ. Кун пирки хăйӗн асаилӗвӗнче совет конструкторӗ Михаил Миль те каланӑ.

Аслă Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулхи уявӗ тӗлне ял ҫыннисем, хӑйсен ентешне асӑнса,  Дементьев яла вӗҫсе килекен çавăн пек самолетах вырнаçтарма шутланă.


Нет комментариев