Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫемьесенчен нумайӑшӗ амăшӗн капиталӗпе пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатаççӗ

Социаллă тытăм

Амăшӗн (çемье) капиталӗн сертификатне илекенсен хушшинче сертификат укҫи-тенкине пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма тӑкакласси – чи анлă сарăлнă çул-йӗрсенчен пӗри пулса тăрать.

Раҫҫей Пенси фончӗн Тутарстан уйрӑмӗн даннăйӗсем тӑрӑх, республикӑра амăшӗн капиталӗн укçипе усă курма шутланă ҫемьесен 88,2 проценчӗ (258 пин ҫемье) укçана пурăнмалли условийӗсене лайăхлатассишӗн тытнă. Ҫавӑн пекех 2,4 процент (5 пин ҫемье) иккӗмӗш ача валли уйӑхсерен укҫалла тӳлеве илессишӗн регистрациленӗ, 9,3% ачасене пӗлӳ илме янӑ. Пурӗ  71 ҫын кӑна амăшӗн капиталӗн укçине амăшӗн пулас пенсийӗн тупӑш пайне ӳстерессишӗн усӑ курнӑ.  2007 ҫултанпа Тутарстанра амӑшӗн капиталӗн 346 пин сертификатне панӑ.

Иртнӗ çултан пуçласа амӑшӗн капиталне пӗрремӗш ачисем ҫуралнӑ ҫемьесене те илме ирӗк пачӗç. Ун пеккисен кӑҫал çемье бюджетне 483 881 тенкӗ ӳстерме май килнӗ. 2020 ҫултан пуçласа иккӗмӗш ачисем ҫуралнӑ ҫемьесемшӗн амӑшӗн капиталӗн сумми çумне тата 150 550 тенкӗ хутшӑнчӗ, пӗтӗмӗшле сумми  639 431 тенке тӳрӗ килет.

Сертификат регистрацилессине ансатлатас тӗллевпе кăçалхи  апрельтен Раҫҫей Федерацийӗн Пенси Фончӗ амӑшӗн капиталӗн сертификатне проактивлă майпа, урăхла каласан, ҫемьесенчен заявлени илмесӗр кăна  пама пуҫларӗ. Ҫакăнпа килӗшӳллӗн, апрель уйăхӗнчен пуҫласа, паянхи кун тӗлне 47 618 сертификат проактив режимӗнче панӑ.

Амӑшӗн капиталӗпе усă курассишӗн заявление Пенси Фончӗн es.pfrf.ru сайтӗнче уйрăм кабинет урлă, нумай функциллӗ центрта, ҫавӑн пекех, пурӑнмалли ҫурт-йӗр илессишӗн кредит илекен банкра, çавӑн пекех,  Пенси фончӗн территорири органӗсене çырса пама пулать.  Ҫав хушӑрах официаллӑ регистраци тата пурӑнмалли вырӑнӗ пӗлтерӗшлӗ мар.

Çакăн пек тӗрлӗ пулӑшу кăтартма пуçланăранпа паянхи кун тӗлне Пенси фончӗн органӗсене килмесӗр, кредит учрежденийӗсем урлӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кредит илессишӗн 5275 заявлени йышăннă.

Пенси фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗн капиталӗпе çыхăннă мӗнпур шут-хисеп укçа куçармалли çул-йӗрпе кăна пурнăçланать, сертификата укçалла илме, законпа килӗшӳллӗн, чарнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев