Ĕç ветеранӗ 90 çул тултарчӗ
Хыпарсем

Ĕç ветеранӗ 90 çул тултарчӗ

Владимир Ильин, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи

Тыл ветеранӗ Алексей Кадуков 1931 çулта Хулаçырми ялĕнче çут тӗнчене килнӗ.

Ултă пӗртăван ӳссе çитӗнеççӗ вӗсем. Ашшӗ Николай Кадуков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулта тухса каять, хыпарсăр çухалать. Çапла вара, Алексей Николаевичăн амăшне, пӗртăванӗсене те пулăшас тивӗç тăрать.

Çамрăк каччă Ольга Никифоровнапа паллашса, 1957 çулта, çемье çавăрса ярать. Вӗсем 4 хӗрпе 1 ывăл çитӗнтереççӗ, тивӗçлӗ воспитани парса, аслă пурнăç çулӗ çине кăлараççӗ. Ачисем пурте Ульяновск облаçӗнче çемйисемпе пурăнаççӗ. Алексей Николаевичпа Ольга Никифоровнан 8 мăнук, 13 кӗçӗн мăнук пур. Килсех çӳреççӗ, ватăсене савăнтараççӗ, пулăшаççӗ.

Алексей Николаевич ялта та хисеплĕ, ырă кăмăллă, сăпайлă çын. Аллинчен пуртă кайман, ăста платник пулнă. Ӗлӗкхи çулсенчи «Путь Ленина» колхозра конюх пулса ӗçленӗ, витесем тунă. Хӗлле вара кăçатă çапнă. Ҫак професси пăрахăçа тухса пынишӗн питӗ пăшăрханать.

– Ытти облаçсене те кăçатӑ çапма ҫӳреттӗмӗр-ҫке, – тет вӑл, иртнишӗн тунсӑхласа. – Эпир тунă кăçатӑсем пурне те килӗшетчӗҫ, сывлӑха упрама тата урасене ӑшӑра тытма пулӑшатчӗҫ, – тесе каласа парать ветеран.

Юбиляра 90 çул тултарнă ятпа саламлама район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Хулаçырми ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев, ялти ветерансен совечӗн пуçлăхӗ Владимир Ильин, художество ертӳçи Клара Портнова та килнӗччӗ. Вӗсем тыл ветеранне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе, парнесемпе хавхалантарчĕç, ырлăх-сывлăх, ăшă кăмăл, канлӗ ватлăх сунчӗç.


Нет комментариев