Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Депутат килнӗччӗ

Ильдар Гильмутдинов районти тӗп больницӑра тата «Ăшӑ ҫурт» приютра пулчӗ.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Единая Россия» партин членӗ Ильдар Гильмутдинов ӗçлӗ визитпа района килсен район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа пӗрле Ҫӗпрел районӗнчи тӗп больницӑра та пулчӗç. Хӑнасене районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдиновпа медицина сестрисем кӗтсе илчӗç.

Ильдар Гильмутдинов тӗп район больницинче ӗҫлекенсене Çӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗ, ҫакăн пек кӑткӑс санитарипе эпидемиологилле лару-тӑрура ăнăçлă ӗҫленӗшӗн тав турӗ, сывлӑх, ҫӑмӑл мар ӗҫӗсенче ăнăçусем сунчӗ.

Унтан депутат «Единая Россия» парти ятӗнчен больницăна пульсометрсем, уяв ячӗпе апат-çимӗç пуххисем пачӗ.

«Ӑшӑ ҫурт» приютра депутат вара ӗҫ коллективӗпе, ачасемпе тӗл пулчӗ.

Ачасем валли те, приюта та парнесем илсе килнӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев