Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çын шучӗпе пуйма пулмасть

Ҫак кунсенче кӑна районти суд Х. тунă уголовлӑ ӗҫе пӑхса тухрӗ.

Х. палллă пӗр вӑхӑт хушшинче Ҫӗпрел районӗн Ӗç тăвакан комитечӗн хула строительствин тата архитектура уйрăмӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ. Н. ăна «2014-2017 ҫулсем валли тата 2020 ҫулчченхи тапхăрта ял территорийӗсене çирӗппӗн аталантарасси» тӗллевлӗ программине хутшӑнма кӑмӑл пуррине пӗлтерет тата çавăнта учета тăрас енӗпе ыйтăва татса пама пулăшу ыйтать. Анчах та 2011 ҫулхи февраль уйăхӗнче Х. ҫак ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе тухса каять.  Апла пулин те, Н.на ултав ҫулӗпе, ăна тӗллевлӗ программӑна лекме пулӑшас тӗллевпе унӑн пурлӑхне ҫаратас енӗпе преступленилле ӗҫсем тӑвать.  Н.  ӑна банкри тӗрлӗ счетсенчен пӗтӗмпе 117 900 тенкӗ укçа куçарать. Х. вара хӑй мӗнле пӗлнӗ çапла укҫа-тенке тӑкаклать, ҫапла майпа Н.на пурлăх енчен сиен кӳрет.

Уголовлӑ ӗҫӗн материалӗсене тӗпчесе тата пухнӑ ҫирӗплетӳсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн суд Х.нăн РФ Уголовнай кодексӗн 159 статйин 2 пайӗпе пӑхса хӑварнӑ ӗçне – вăрласа, урăхла каласан улталаса тата гражданина чылай сиен кӳрсе, шанӑҫпа усă курса ют вăрлăха вăрланă тесе квалификацилет. Ҫав хушӑрах суд тунă преступленин характерне, айӑпланакан Х. мӗнле ҫын пулнине, ҫав шутра наказание ҫемҫетекен ҫирӗплетӳсене: 2015 ҫулта ача ҫуралнă ачи пулнине, хӑйӗн айӑпне пӗтӗмпех йышӑннине, Н.на кӳнӗ пурлӑх сиене туллин тавăрнине те шута илет

Район сучӗ Х.на РФ Уголовнăй кодексӗн 159 статйин 2 пайӗпе пӑхса хӑварнӑ преступлени тунӑшӑн айӑпланӑ, вара ӑна сакӑр уйӑхлӑха ирӗкрен хăтарас енӗпе наказани палăртать. РФ УК 73 статйине килӗшӳллӗн, наказание условлă туса улӑштарать, пӗр ҫул хушши тӗрӗслев вӑхӑчӗ палӑртать. Ҫак йышӑнупа килӗшӳллӗн Х. ҫулталӑк хушшинче вӑл хӑйне мӗнле тытнипе тӳрленнине кӑтартмалла.  Тата вӑл судпа айӑпланине тӗрӗслесе тӑракан ятарлӑ органа пӗлтермесӗр, вӑл ирӗк памасӑр яланхи пурӑнмалли вырӑнне улӑштарма пултараймасть.

(Материала район сучӗн пресс-секретарӗпе Лилия Мушараповапа пӗрле хатӗрленӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев