Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чӑваш Çӗпрел ялӗнче пурӑнакан Владимир Еливановăн алли ылтăн

Ал ӗçӗ

Владимир Еливанов та ахаль кулленхи йăлари хатӗрсенче, пӗтӗмӗшле илсен,          йывӑҫран тунӑ япаласенче илемлӗхе курма пӗлет, ҫав хушӑрах вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен таса материалтан тата ҫирӗп пулни çине тимлӗх парать.

Мӗн кӑна тумасть-ши вăл  йывӑҫран! Пӳртӗнче те унӑн хӑй аллипе тунӑ сӗтел-пукан та нумай. Тумтир ҫакмалли ахаль вешалкӑран пуҫласа, сăрланă, илемлетнӗ кухня гарнитурӗ таранах. Йăлара усӑ куракан çакăн пек сӗтел-пукана Владимир хӑй валли ҫеҫ мар, ыйтакансем валли те туса парать.

Владимирăн ҫурчӗ умӗнчи йывӑҫран касса, эрешлесе тунă сакăсем, пӗчӗк ҫӑл пусси, пыл хурчӗсем валли пӗчӗк вӗлле, ачасем валли вылямалли площадка, статуэткăсем ҫине иртен-ҫӳренсем тимлӗх памасăр иртмеççӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех вӑл йывӑҫран тунӑ япалисемпе районта тӗрлӗ уяв мероприятийӗсем вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ куравсенче хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне вӑл йывӑҫран тӗрлӗ картинӑсем, скульптурӑсем тăвать.

– Çакăн пек куравсене хутшӑнма мана ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров питӗ пулӑшать. Чиркӳ валли йывӑҫран мӗн те пулин туса пама ыйтсан та, мӗн кирлине пурне те хаваслансах туса паратăп. Ытти ялсенчен те мана йывӑҫран пӗр-пӗр япала туса пама ыйтакансем  пур. Нихҫан та çынсене каялла пăрса  ямастăп, хам мӗн пултарнине яланах туса пама тӑрӑшатӑп, – тет Владимир.

Унăн кун пек хавхаланăвӗ пулнине таврари вӑрманçăсем  те хӑнӑхса ҫитнӗ иккен. Вӑрманта интереслӗрех турат курӑнсан, ăна Владимира хăйсемех сӗнеççӗ.  «Чакă вăрманçи Анатолий Иванов çавăн пеккисенчен, эпӗ ӑна тав питех те  тӑватӑп», –  тет ăстаçă.

Иртнӗ ҫулсенче Владимир Мускавра, вахта меслечӗпе, ӗҫленӗ. Ӗç пӗлекен алă тӗк тăраймасть вӗт ӗнтӗ  – каччă йывӑҫ ӑсти пулнине унта сисеççӗ-кураççӗ. Хăйӗнчен хăех заказсем килме пуçлаççӗ. Заказсене Якутирен те, Сочирен те яраççӗ.  Яланхи пекех, ҫуркуннепе кӗркунне Якутирен заказсем пулаҫҫӗ, тет. Владимир çак заказсене пурнӑҫлама малтан Мускава çити, унтан Благовещенска, Нюренгри хулана каять. Унта ӑна кӗтсе илсе, Якутие вертолетпа илсе каяҫҫӗ. Тайгара ӳснӗ йывăçсенчен, тӗрлӗ сӗтел-пукан туса хатӗрлет вăл. Владимир ылтӑн алӑллӑ ӑстаҫӑ иккенне ку таврара нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Çавăнпа та сӗтел-пукан тăвасси уйӑха та тăсăлма пултарать. Ҫавӑн пекех, Сочие чӗнсе илсе, мунчан шал енне йывӑҫпа илемлеттереççӗ, пӗр вӗҫрен кафель те хурса килет иккен.

Килӗнче вара Владимира мăшăрӗ  Олеся, амӑшӗ Нина Александровна кӗтеççӗ. Ку вырӑнта,  Нина Александровна пирӗн ӗçтешӗмӗр, нумай ҫул районти типографире саспаллисем пухакан пулса ӗҫлени çинчен те çырса хăварас килет.  Пултаруллӑ каччă ӳстернӗ амăшӗн хăйӗн те аллисем ылттăнччӗ, эх, тесе каличчен, хаçатăн пӗр страницине алăпа пуçтарса та хуратчӗ. Халӗ вӑл Миланӑпа Кириллăн асламăшӗ те иккен.

– Кашни  ҫын хӑйне килӗшекен ӗҫ туптăр ӗнтӗ. Çав вăхăтра кăна пурнӑҫ тути пӗлӗнӗ, проблемӑсене татса пама пултарнинчен хăй те тӗлӗнӗ, – тет Владимир Еливанов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев