Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çурхи ака вӗçленсе пырать

«Цильна» обществăн, «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗн çӗр ӗçченӗсем пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсем акассине вӗçлерӗç

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен майăн 11-мӗшӗнче илнӗ даннăйсене пăхсан, районта 24103 гектар çинче ака ирттернӗ. Ку мӗнпур лаптăксен 56 процентне тӳрӗ  килет. Районӗпе 8250 гектар  ҫурхи тулӑ, 8034 гектар урпа, 2351 гектар хутăш апат, 2085 гектар ҫинче сахăр чӗкӗнтӗрӗ,  984 гектар пăрçа культурисен вăрлăхӗсене çӗр ытамне хывнă.

«Цильна» обществӑра паянхи кун тӗлне 2690 гектар лаптӑк ҫинче ака ирттернӗ. Ҫакӑ акмалли пӗтӗм лаптӑкӑн 87 процентне тӳрӗ килет. «Цильна» обществӑра пӗрчӗллӗ  тата пăрçа йышши культурӑсене акса пӗтернӗ. Паянхи кун унта кукуруза культурине акаçҫӗ. «АгроТрансПорт» обществӑра та  1630 гектар лаптӑк ҫинче ака ирттернӗ. Ку  акмалли пӗтӗм лаптӑкӑн 97 проценчӗ.

«Низамов А.А.»  хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 1120 гектар акнă. Ку пӗтӗм лаптӑкӑн 86 процентне тӳрӗ килет. Хуҫалӑхра пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурӑсене акса пӗтереҫҫӗ. Паян кунта хӗвелҫаврӑнӑш культурисене акма та тытӑнчӗҫ ӗнтӗ.

 «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 100 гектар йышӑнакан хирте тулӑ акассипе Джамиль Хисамов ӗçлетчӗ. «Кировец – 742» маркăллă  трактортан 14,5 метр  сарлакӑш культиватора çаклатса вăл çӗрсене культивациленӗ.  Ӑста механизатор кашни çул ҫуракинче  хутшӑнать. Кӑҫалхи çул ҫурхи хир ӗҫӗсем пуҫланнӑранпах хирте нӳр тытнă. Ильгизар Хисматуллин «Кировец-525» тракторӗпе «Агратор диск-12000» сеялка çаклатса,  çурхи тулă культурисен вăрлăхӗсене çӗр айне хывать.  Ӑна механизатор Александр Карсаков  пулӑшать. Ирек Хизаметдинов вара «Амкадор – Бизон»  çӗклекен тракторпа акмалли вӑрлӑх тата удобрени ярса тăрать. Хирсенче ӗҫлекен агрегатсем патне Николай Иванов «КамАЗ» автомобильпе  вӑрлӑх тата удобрени  турттарать.

– Юлашки эрнесенче ҫунă çумăрсем çурхи хир  ӗҫӗсене кӑштах чарса тăрсан та, хӗвел тухса, уяртса ярсанах механизаторсем хирсене тухрӗç. Техникăмăрсем  ҫӗнӗ, механизаторсем те пултăр тесе, тăрăшса  ӗçлеççӗ, каччăсене  тав тунисӗр пуҫне ытти сăмахăмăр çук, – тет хресчен-фермер  хуçалăхăн ертӳҫи Дамир Низамов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев